Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Фронта пулăшрăмăр

Категория: Общество Опубликовано: 22.06.2018, 11:13 Просмотров: 573

Эпир, 11-12 çулхи хĕрачасем пиллĕкĕн тата икĕ арçын ача, фронт валли икĕ гектар çинче махорка çитĕнтерсе патăмăр. Аслисем валли урăх ĕç те нумайччĕ, ку ĕçе эпир пурнăçларăмăр.

Махоркине аксан икĕ арçын ача шăварма пичкепе шыв турттарса тăратчĕç. Мĕнле ĕçлемеллине манăн атте агротехник вĕрентсе пыратчĕ. Шăварса тăнипе калчасем лайăх çи- тĕнчĕç, çỹллĕ хăпарчĕç, чечеке ларчĕç. Чечекĕ-сене татса пăрахрăмăр. Çирĕм тĕпне вăрлăхлăх хăвартăмăр, вĕсен чечекĕсене татман. Кĕркунне çитсен касрăмăр, пĕр рытван тиесе колхоз витисем патне кайрăмăр. Атте кашни тунине çуртарса шалти шурă ăшне хыртарса кăларттарчĕ, вăл никотин терĕ. Кайран вара лашасен вити тăррине хăпарса кашни тунине кашта çумне чиксе тухрăмăр. Унта хĕвелсĕр çилпе лайăх типет. Типсе çитсен пĕр пысăк лав тиесе пуслăхпа пусарса 25 çухрăмри Пăвана (Тутар Республикинче) "Буинская махорочная фабрика" тенĕ çĕре ăсатрĕç.

Туранă хыççăн хăмăр хутлă пакетсем çине 100 грамм туса тултаратчĕç. Тусанне "Нюхательный табак" ятпа кăларатчĕç. Çапла эпир, ачасем, фронтри салтаксене махоркăпа тивĕçтертĕмĕр.

Пирĕнтен аслăраххисем салтаксем валли нускисемпе пĕр пỹрнескеллĕ перчеткесем çыхатчĕç. Пĕр пỹрнескеллипе пăшал пускăчĕ çине пусма лайăх тесе çапла çыхатчĕç. Çавăн пекех махорка чиксе çỹреме енчĕксем çĕлетчĕç, ăшне кам тĕрлесе хатĕрленине пĕлме хушамачĕсене çырса чикетчĕç.

Аннесем вара çĕрулми типĕтетчĕç. Ăна лапша евĕр тураса ятарлă станоксем çине хурса типĕтетчĕç. Станокĕ хулăран çыхнăскерччĕ, лутра ураллăччĕ, çĕрулми кĕл çине ỹкмест, лайăх типет. Ăна тинĕс çинчи матроссем валли тесе типĕтетчĕç.

Çапла пурте фронтшăн, çĕнтерỹшĕн ĕçленĕ.

З.АНДРЕЕВА, Туктамăш ялĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6