Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Хĕрлĕчутайсене _ икĕ çĕнĕ пушар машини

Категория: Общество Опубликовано: 22.06.2018, 10:57 Просмотров: 785

Чăваш Енри пушара хирĕç кĕрешекен службăна тата Чăваш Республикин Çутçан-талăк министерствин вăрман хуралĕн тытăмне июнĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурĕ 26 çĕнĕ автомашина уççине савăнăçлă лару-тăрура парса чысланă. Мероприяти Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра иртнĕ.

Палăртса хăвармалла, ятарлă службăсем пушара хирĕç кĕрешес ĕçре усă курмалли çĕнĕ 15 машинăна тивĕçнĕ. Вĕсем _ Шупашкар хула управленийĕн Атăл леш енчи территорийĕнчи Сосновка тата Улатăр районĕн Киря поселокĕсен, Элĕк, Патăрьел, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Пăрачкав, Шăмăршă, Елчĕк тата Тăвай салисен пушар чаçĕсем. Chevrolet Niva маркăллă 11 çăмăл автомашинăна вара Улатăр, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Шăмăршă, Çĕмĕрле тата Етĕрне тăрăхĕсенчи вăрман хуралĕсен тытăмĕсене тивĕçтернĕ.

Мĕнпур техникăна республика бюджетĕнчи укçапа туяннă. Вĕсене 2018 çулта илме хыснаран 96 мил-лион та 600 пин тенкĕ уйăрнă.

Республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен пушар техникин паркне пĕрремĕш хут пысăк хăватпа çĕнетнине çирĕплетнĕ. Бюджетран техника туянма чылай укçа-тенкĕ уйăрни пушар хуралĕн историйĕнче халиччен пулман. "Хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси _ патшалăхăн тĕп задачисенчен пĕри. Чăваш Енри пушара хирĕç кĕрешекенсем малашне те хăйсен про-фесси ăсталăхне, хастарлăхне тата чăтăмлăхне пула республикăри халăха тата территорисене вут-çулăмпа чрезвычайлă лару-тăруран хỹтĕлесе тăрасса шансах тăратăп", _ палăртнă Михаил Васильевич.

Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров хăйĕн сăмахĕнче республика хыснинчен уйăрнă укçапа пурĕ 16 УРАЛ тата укçапа пе-рекетлĕ усă курнине пула пĕр КАМАЗ илме пултарнине хыпарланă. Çак кун 15 машина уççине тыттарнă пулсан, иккĕшинне Республика кунĕнче савă-нăçлă лару-тăрура панине, Чăваш Енри пушара хирĕç кĕрешекен службăн пушар машинисен автопаркĕ асăннă техникăна пула 31 процент çĕнелнине те палăртнă Вениамин Петров.

Районти пушар хурал чаçĕ тивĕçнĕ çĕнĕ икĕ машина вут-çулăмпа кĕрешес ĕçре пысăк пулăшу парасса шанатпăр.

Н.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6