ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Июнĕн 1-мĕшĕнче Ваçкаçырми ялĕнче пурăнакан Фекла Гавриловна Максимова хăйĕн 90 çулхи юбилейне ачисемпе çывăх тăванĕсен йышĕнче кĕтсе илнĕ, хăнасенчен Раççей Президенчĕн саламлă Çырăвне тивĕçнĕ.
Халĕ те лайăх ăс-тăн упраса хăварнă 90 çулхи кинемейĕн пурнăçĕ çăмăл пулман. Тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ Утаркасси ялĕнче çуралса ỹснĕ. 1936 çулта пĕрремĕш класа кайнă. Вăрçă пуçланнă çул Хватукассинчи шкулта 5-мĕш класра вĕреннĕ вăл. 8-9-мĕш классене Пантьăкра, 10-мĕшне Хĕрлĕ Чутайра пĕтернĕ, ударник пулнă. Çав хушăрах ялти сысна ферминче вăй хунă. Шкул пĕтерсенех Фекла Гавриловна Етĕрнери педучилищĕне çул тытнă. Инçет çула çуранах такăрлатма тивнĕ унăн. Пурнăç çăмăл пулманнипе вара вĕренĕве пăрахса пуçĕпех колхоз ĕçне пуçăнмалла пулса тухнă. 1954 çулта Фекла Гавриловна Ваçкаçырми каччипе пĕрлешет. Мăшăр икĕ ача çуратса вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă.
- Чылай йывăрлăх витĕр тухма тиврĕ тус-тантăшсен. Эпир мĕн ачаран хресчен ĕçне пуçăннă-çке. Эпĕ те 13 çултанах аслисемпе тан колхозра пилĕк аврăм. Никама та çăмăл пулман. Апла пулин те пирĕнтен кашниех Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшнă, çутă малашлăха ĕненнĕ.
Фекла Гавриловна Максимована ачисем пăхсах тăраççĕ. Акă хулара пурăнакан Валерий ывăлĕ те юлашки çулсенче ялта тĕпленнĕ теме пулать. Вĕсем мăшăрĕпе сад-пахчана пăхса-тытса тăраççĕ. Мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем те яла килсе çỹреме тăрăшаççĕ. Савăк куçпа пăхать паянхи кун кинемей пурнăç çине, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсен çитĕнĕвĕсем вара малалла пурăнма вăй-хăват параççĕ.
Çапла, çывăх çынсен тимлĕхĕпе юратăвĕ кăна çак çула çитме вăй-хăват парать пулĕ. Тепĕр юбилее çитиччен пурăнмалла пултăр Фекла Гавриловнăн.
А.ВАСЮКОВА.
Август 2026 |
