ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Шупашкар хулинчи пĕр урама Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ỹснĕ Совет Союзĕн Геройĕ Алексей Романович Логинов ятне парасшăн.
Тĕп хулари Карл Маркспа Ярославская урамсем хушшинчи урама ят парассипе сасăлав пуçланнă. Асăннă урам Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви вырнаçнă çĕрте пулнăран ăна шалти ĕçсен паллă ĕçченĕсен ятне парасшăн.
Сасăлава шалти ĕçсен органĕсенче ĕçленĕ, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă виçĕ çын хутшăнать, вĕсенчен пĕри - пирĕн ентеш Алексей Логинов.
Аса илтеретпĕр, Алексей Логинов (1903-1943 çç.) Упукушкăнь ялĕнче çуралнă, 1931-1934 çулсенче районти шалти ĕçсен органĕсенче милиционерта вăй хунă. Совет Союзĕн Геройĕ ятне ăна 1943 çулта вилнĕ хыççăн панă. Шупашкарти пĕр урам пирĕн ентеш ячĕпе хисеплентĕр тесен Шупашкар хулин официаллă сайтне кĕрсе сасăлама пулать. Сасăлав июнĕн 1-мĕшĕнче вĕçленет. Майăн 24-мĕшĕ тĕлне Алексей Логиновшăн 62 процент сассисене панă, вăл хальлĕхе малта пырать.
Район хаçачĕн сайчĕ (nashazhizn21.ru) урлă кĕрсе те сасăлама пулать.
Август 2026 |
