ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Паян Туканаш ялĕнче пурăнакан Ольга Димитриевна Мазикова хăйĕн 90 çулхи юбилейне ачисемпе мăнукĕсен тата кĕçĕн мăнукĕсен, тăванĕсен йышĕнче кĕтсе илет, хăнасенчен Раççей Президенчĕн саламлă Çырăвне тивĕçет.
Халĕ те лайăх ăс-тăн упраса хăварнă 90 çулхи кинемейĕн пурнăçĕ çăмăл пулман. Тыл ĕçченĕ Туканаш ялĕнче çуралса ỹснĕ, пускилех, пĕр пỹрт урлă, качча кайнă. Мăшăрĕ, Егор Петрович, çичĕ çул хушши çар тивĕçне морякра пурнăçланă. Мăшăр тăватă ача çуратса вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Виçĕ ывăлпа пĕр хĕре ура çине тăратма çăмăл пулман вĕсене. Ольга Димитриевна ĕмĕр тăршшĕпех колхозра бригадăра ĕçленĕ. Пĕр минут та ĕçсĕр ларман вăл, пушă вăхăт тупăнсанах хуçалăхра кирлĕ сеткăсем çыхнă, çиппине те хăех тĕртнĕ, сăрланă. Мăшăрĕ чи малтанах ял Канашĕнче ĕçленĕ, унтан кирпĕч заводне ертсе пынă, директорта вăй хунă.
- Эпĕ чи пуян хĕрарăм, мĕн кирли пĕтĕмпех пур. Ачасем сывă-таса. Сакăр мăнукпа 12 кĕçĕн мăнук мана пăрахмаççĕ, лайăх пăхаççĕ. Патшалăх та укçа-тенкĕ енчен тивĕçтерсех тăрать. Мĕн кирлĕ урăх телей валли? - тет Ольга Димитриевна Мазикова.
А.ВАСЮКОВА.
Август 2026 |
