ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Кăçалхи июнĕн 3-мĕшĕнче Етĕрнери 9 № пĕр мандатлă суйлав округĕпе Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕн хушма суйлавĕ иртесси пирки маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Вăл Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутай районĕсен тата Элĕк районĕнчи ултă ял тăрăхĕн территорийĕсенчи (Мăн Выла, Крымзарай, Ураскилт, Тавăт, Тени, Шĕмшеш ял тăрăхĕсенче) суйлавçăсем валли иртет. Суйлав ирттерес ĕçе пĕтĕмпе 101 суйлав комиссийĕ хутшăнать.
Аса илтеретпĕр, 2016 çулта иртнĕ суйлавра эпир Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма Николай Малова суйларăмăр. Нумаях пулмасть Николай Малов Раççей Патшалăх Думин депутачĕ пулчĕ, ун вырăнне вара урăх депутат суйламалла. Çавăнпа та республикăри суйлав комиссийĕ 9 № Етĕрнери пĕр мандатлă суйлав округĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне суйлассипе хушма суйлав ирттерме йышăннă.
Палăртмалла, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма пирĕн 4 кандидатран пĕрне суйлама тивĕ. Вĕсем: Владимир Леонидович Офаринов (1961 çулта çуралнă, СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ политика партийĕн Чăваш Республикинчи регионти уйрăмĕ), Владимир Николаевич Иванов (1957 çулта çуралнă, "ЕДИНАЯ РОССИЯ" политика партийĕн Чăваш Республикинчи регионти уйрăмĕ), Алексей Юрьевич Сапожников (1987 çулта çуралнă, ЛДПР-Либерально-демократическая партия России политика партийĕн Чăваш Республикинчи регионти уйрăмĕ) тата Андрей Иванович Игнатьев (1988 çулта çуралнă, "КОММУНИСТИЧЕСКАЯ ПАРТИЯ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ" политика партийĕн Чăваш Республикинчи регионти уйрăмĕ).
Август 2026 |
