ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Нумаях пулмасть эпир патшалăх пулăшăвĕсене тĕрлĕ учрежденисене хамăр кайса илеттĕмĕрччĕ. Çакна валли чылай документа хут çинче хатĕрлеме тиветчĕ. Вăхăт та сахал мар каятчĕ. Халĕ вара патшалăх пулăшăвĕсене интернет урлă илме пулать.
Çак тĕллевпе Раççей Федерацийĕн патшалăх пулăшăвĕсен порталне йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - пулăшупа тивĕçтермелли процедурăна ан сатлатасси. Патшалăх тата муниципаллă пулăшусен электрон тĕсне илес тесен асăннă порталта регистрациленмелле. Паянхи кун регистрациленмелли процедурăна çăмăллатнă.
Районти социаллă хỹтлĕх пайĕ порталта регистрациленнĕ граждансем харпăр хăй кабинечĕпе усă курса çак пулăшусене илме заявлени çырма пултарнине пĕлтерет:
- ачан уйăхсерен тивĕçекен пособине илме;
- пурăнмалли пỹлĕмшĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тỹлемешкĕн субсидие тивĕçме;
- уйрăм категорири граждансен (пĕтĕмĕшле чирĕн инваличĕсен, инвалид ачасен, çар ĕçĕсен ветеранĕсен, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсен тата ыттисен те) пурăнмалли пỹлĕмшĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тỹленĕ тăкаксемшĕн уйăхсерен паракан компенсацие илме.
Заявлени çумне документсен копийĕсене тăратмалла, пур кирлĕ формăсене тултармалла.
Социаллă хỹтлĕх пайĕн специалисчĕсем документсене йышăнаççĕ, заявление регистрацилеççĕ. Документсем çитсен заявлени çыракан çын патне хутсене пăхса тухни пирки ин-формаци яраççĕ - патшалăх пулăшăвне тивĕçнине е тивĕç меннине уведомленипе пĕлтереççĕ. Пулăшăва тивĕçеймесен сăлтавне кăтартаççĕ.
Кирлĕ документсем пулмасан е вĕсем ыйтнипе килĕшсе тăмасан социаллă хỹтлĕх пайĕ çакăн пирки заявлени çыракана патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă уведомленипе пĕлтерет.
В. ЯРАБАЕВА, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ.
Август 2026 |
