ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Февраль уйăхĕ сумлă юбилейсемпе, чăн та, пуян. Район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, социаллă хỹтлĕх пайĕн сотрудникĕсем çак кунсенче ветерансем патне çитсе вĕсене юбилейĕсемпе саламланă, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвĕпе паллаштарнă.
Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче пурăнакан Анастасия Николаевна Столярова февралĕн 26-мĕшĕнче 95 çул тултарнă, февралĕн 27-мĕшĕнче Ачкасси ял тăрăхĕнче пурăнакан Анастасия Илларионовна Капралова тата февралĕн 28-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче пурăнакан Василий Григорьевич Шехрейкин хăйсен 90 çулхи юбилейĕсене кĕтсе илнĕ, çывăх тăванĕсемпе хăнасенчен ăшă сăмахсем йышăннă.![]()
Çак çулхи ватăсен çамрăклăхĕ пĕрпекрех иртнĕ. Нушине сахал мар курма тивнĕ ветерансен. Вĕсем мĕн ачаран аслисемпе тан ир пуçласа хĕвел аниччен уй-хирте, колхозра, вăрманта ĕçленĕ. Пĕр кун та ĕçсĕр ларман, пĕр ĕçрен те хăраса тăман, малаллах талпăннă, мирлĕ пурнăçшăн тăрăшнă. Тата çамрăкраххисем вĕсенчен ĕçе хăнăхса пынă, ырă тĕслĕх илнĕ. Мăшăрлансан ачисене ура çине тăратма вăй-халне шеллемен. Вашават та ырă кăмăллăскерсем, çулĕсене пăхмасăр вăй-хăват, çивĕч ăс-тăн упраса хăварнă. Ветерансем пурнăç çине савăк куçпа пăхаççĕ, кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлаççĕ. Кун-çул иртнĕçем çак туйăмсем вĕсенче вăйланнă, çирĕпленнĕ çеç.
Василий Григорьевич Шехрейкинăн та кун-çулĕ уçă кĕнеке пек. Çар тивĕçне пур-нăçланă хыççăн вăл хăйĕн пурнăçĕн чылай пайне хурал ĕçне халалланă. Прасковья Андреевнăпа мăшăрланса виçĕ хĕре пурнăç парнеленĕ. Вĕсем пурнăç çулĕпе 60 çул пĕрле утаççĕ ĕнтĕ. Мĕн çамрăкран ĕçе хă-нăхнăскер, паян та çĕр ĕçĕпе аппаланма кăмăллать ватă, сад-пахчари йывăç-тĕме, йăрансене пăхсах тăрать. Пушă вăхăт тупăнсанах алла хаçат тытать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни те ăна кун-çул хушсах пырать.![]()
- Пурнăç нихăçан та ачашламан. Çемьере çичĕ ача пулнă. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче пурăнма çав тери йывăрччĕ. Çав терт-нуша характера çирĕплетрĕ те. Эпир пурте çĕнтерỹ кунĕ çитессе, пурнăç лайăх енне улшăнасса шанса тăнă. Ман атте те виçĕ вăрçă витĕр тухса 91 çула çитрĕ, - аса илет Василий Григорьевич.
Паянхи кун ветерансем ачисен, мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕсен, çывăх тăванĕсен тимлĕхне, юратăвне туйса пурăнаççĕ, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ.
А.ВАСЮКОВА.
Август 2026 |
