Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Хамăн ята питĕ юрататăп

Категория: Общество Опубликовано: 14.02.2018, 10:04 Просмотров: 715

MIXEEVAФевралĕн 14-мĕшне эпир Юратакансен тата Çветтуй Валентин кунĕ теме хăнăхнă. Çак кун хăйсен уявне юратакансем, çавăн пекех Валентин тата Валентина ятлисем паллă тăваççĕ. Паянхи сăмахăма эпĕ шăпах çак ятпа çỹрекен, Хĕрлĕ Чутайри Çĕнĕ центрта пурăнакан Валентина Витальевна Михеева пирки пуçарасшăн.

Валентина Витальевна (хĕр чухнехи хушамачĕ Петрова) Астрахань облаçĕнче 1963 çулта çуралнă, анчах та ачалăхĕ унăн Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнĕ центрĕнче иртнĕ. Çемьери тăваттăмĕш ача пулнă Валентина. Пĕтĕмпе вара çемьере пилĕк хĕрпе пĕр ывăл çитĕннĕ.

Хĕрлĕ Чутайри шкултан вĕренсе тухсан Валентина товаровед специальноçне алла илнĕ. Вăл 1983 çултан пуçласа райпо тытăмĕнче вăй хурать. 1994 çултанпа Валентина Михеева универсаллă ярмăрккă заведующийĕнче тимлет.

Валентина Витальевна 1984 çулта Ишеккассинчи Владимир Анатольевич Михеевпа çемье çавăрнă. Вĕсем икĕ ывăлне пурнăç парнеленĕ. Асли - Евгений - çемьеллĕ ĕнтĕ, ашшĕ-амăш-не пĕр мăнук парнеленĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Виталий нумаях пулмасть салтак тивĕçне пурнăçласа таврăннă. Михеевсен ывăлĕсем иккĕшĕ те аслă пĕлỹллĕ.

- Хамăн ята эпĕ питĕ кăмăллатăп. Аннепе атте хăйсене Валентина ят килĕшнĕрен мана çак ята парас тенĕ. Маншăн февралĕн 14-мĕшĕ - пысăк уяв. Ăна эпир çулсеренех çемьепе паллă тăватпăр, мăшăрăм кашни çулах саламлать, парнепе савăнтарать, - пĕлтерчĕ Валентина Витальевна.

Н.МИДАКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6