Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Тăлăх ачасем - тимлĕхре

Категория: Общество Опубликовано: 14.02.2018, 09:48 Просмотров: 1002

Районти опекăпа попечительство секторĕнче хальхи вăхăтра тăлăх тата ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнă 119 ача учетра тăрать. 119 ачаран 14-шĕ - тăлăхсем, 105-шĕ - ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнисем. Çак ачасенчен 46-шĕ опекунсен 39 çемйинче воспитани илет, 73-шĕ - 44 усрав çемьере. Тепĕр тăватă ачана хăйсен ирĕкĕпе тăватă çемьене опекăна панă, тата тăватă ачана граждансем усрава илнĕ.

Тăлăх тата ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнă ачасене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерссине те эпир тимлĕх уйăрсах тăратпăр. Пурăнмалли хăтлă вырăнпа тивĕçтермелли списокра пурĕ 69 граждан тăрать. Пĕлтĕр 3 ачана пурăнмалли вырăнпа тивĕçтертĕмĕр.

Хваттере тивĕçнисем хăйсен пурăнмалли вырăнĕсене мĕнле шайра тытса тăнине, коммуналлă тỹлевсене вăхăтра тỹленине тĕрĕслесех тăратпăр.

Эпир çемьесенче пурăнакан ачасем ашшĕ-амăш хỹттисĕр ан юлччăр тесе те чылай ĕç туса ирттеретпĕр. "Социаллă тăлăхсем" ан пулччăр тесе йывăр лару-тăрури çемьесене асăрхасах тăратпăр. Виçĕ ачан ашшĕ-амăшне ашшĕ-амăш прависĕр хăварнă. Хальхи вăхăтра райадминистрацин çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссинче йывăр лару-тăрури 39 çемье учетра тăрать, вĕсенче 68 ача ỹсет. Саккуна тĕрлĕ шайра пăснăшăн 11 ачана çул çитменнисен учетне илнĕ.

Алевтина ДАДЮКОВА,

райадминистрацин опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6