Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************
reklamasud

 

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Çул çинче яланах йĕрке пултăр

Категория: Общество Опубликовано: 09.02.2018, 09:52 Просмотров: 805

1596 bigÇул-йĕр çинчи йĕркене сăнаса тăрас, правилăсене пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх инспекцийĕ тăтăшах тĕрлĕ рейдсем ирттерет. Тĕслĕхрен, паян "Çуран утакан" рейд пырать. Февралĕн 16-17-мĕшĕсенче "Урă мар водитель", февралĕн 20-мĕшĕнче "Ачасем. Ачасене тытса пыракан хатĕрсем" тата февралĕн 22-мĕшĕнче "Автобус" рейдсем ирттерме палăртнă. Тĕрĕссипе, хисеплĕ водительсем, рейдсем пынă вăхăтра кăна мар, кашни кунах, тăтăшах çул-йĕр правилисене пăхăнмалла, çул çинче пĕр-пĕрне хисеплеме пĕлмелле. Çавăн чухне кăна çул çинче йĕрке пулĕ.

Тепĕр самант çинче тĕплĕн-рех чарăнса тăрас килет. Чылайăшĕ асăрханă пулĕ, район центрĕнчи Çĕнтерỹ лапамĕнче "Инвалид" паллăна вырнаç-тарчĕç. Темшĕн-çке чылай водитель çак паллăна курса тăрсах ун çывăхĕнче машинине лартса хăварать. Асăрхаттарасшăн: асăннă паллă патĕнче инвалид шутланман çын хăйĕн транспортне лартса хăварсан пысăк штрафа тивĕçет. Унăн машинине эвакуацилеме те пултараççĕ.

Тимлĕ пулăр, водительсем!

Владимир ГАЛКИН, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн

Çĕмĕрлери уйрăмĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4