ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Иван Лаврентьевич Хораськин, Трапайра пурăнакан ĕç ветеранĕ:
- Тĕп хуламăрти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă хăйĕн пĕрремĕш Çырăвĕпе паллаштарнине паян эпĕ те телекуравпа тимлĕ итлерĕм. Çыру мана питĕ килĕшрĕ. Ытларах мана ялпа çыхăннă ыйтусем шухăшлаттараççĕ.
Чи малтанах пандеми вăхăтĕнче вăхăтне тата сывлăхне шеллемен тухтăрсемпе медицина ĕçченĕсене тав туса тăвăллăн алă çупни кăмăла кайрĕ. Медицина ыйтăвне хускатнă май Олег Алексеевич сывлăх сыхлавĕн çурчĕсене тата оборудованине çĕнетмелли пирки каларĕ, ку питĕ лайăх. Çавăн пекех регион ертỹçи шкулсенче вĕренекенсен тата ача сачĕсене çỹрекен шăпăрлансен пĕлỹ шайне ỹстермелли пирки асăнчĕ, вĕсене пахалăхлă апат çитерес ыйтупа малалла та ĕçлессине пĕлтерчĕ. Ялхуçалăхĕ пирки те сăмах пулчĕ. Вырăнта туса илнĕ продукцирен хамăр патрах тепĕр продукци туса кăларсан питĕ аванччĕ. Ялта пурăнакансен пурнăç шайне ỹстерес тесе çăмăллăхлă субсиди пани те питĕ аван. Олег Алексеевич халăха таса шывпа тивĕçтерес енĕпе республикăри чылай районта лайăх ĕçленине палăртрĕ, анчах та пирĕн районти нумай ялта таса шыв ыйтăвĕ çивĕч тăрать-ха. Ку енĕпе малалла тата лайăхрах ĕçлессе манăн шанас килет, уйрăмах ял тăрăхĕсен администрацийĕсене ку ыйтупа тата тăрăшарах вăй хума сĕнес килет.
Август 2026 |
