ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
‐ Конституцин 114‐мĕш статйине çутçанталăк пуянлăхне, нумай евĕрлĕхне упрасси пирки улшăнусем кĕртме йышăннине ырлатăп. Эпĕ астăвасса унччен Хĕрлĕ Чутай районĕнче вăрман хуçалăхĕ пурччĕ. Ĕçченсем вăрмана хăрнă, хуçăлнă йывăç‐тĕмрен тасатса, çамрăк хунавсемпе çĕнетсе тăнă. Çутçанталăк пуянлăхне сăтăр тăвасран асăрханă. Çавăнпа вăрманта пушар та сахал пулнă. Халĕ çак ĕçе юхăнтарни хамăрах пырса тивет.
Темиçе çул каялла Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса Тури Çĕрпỹкасси урамĕсенче улмуççисемпе чăрăшсем лартрăмăр. "Чĕрĕ палăксем" вăй илнĕ май ял палăрмаллах илемленчĕ.
Анчах хăшĕ‐пĕри строительство ĕçне пуçăннă май çурт умĕнчи йывăçсене касрĕ. Кайран вĕсен вырăнне хунавсем лартма манчĕç пулас. Ку ыттисен ĕçне, вăрçăра пуç хунă ентешсене хисеплеменни, çутçанталăка сиен кỹни мар‐им? Çав хушăрах йывăçсене пăхса тăракансем пурри савăнтарать.
Ĕлĕкрех, эпĕ хуçалăхсене ертсе пынă чухне, ял‐йышпа пĕвесем пĕвеленĕ, çырма‐çатрасене хунавсем лартнă, парксем хывнă. Халĕ вĕсем вăрман пек кашласа лараççĕ, çырмасене сарăлма памаççĕ. Республикăра кун пек ырă тĕслĕх самай. Конституцие улшăнусем кĕртнĕ май çутçанталăка упрасси кашнин тивĕçĕ пулнине шанас килет.
Август 2026 |
