ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Раççей Федерацийĕн Тĕп саккунне - Конституцие - кĕртме сĕннĕ пĕлтерĕшлĕ тỹрлетỹсен йышĕнче экологи çинчен калаканни те пур. Пирĕн çĕршыв хăйĕн илемлĕ çутçанталăкĕпе, унăн ырлăх-пурлăхĕпе чăннипе те пуян. Анчах та пирĕн паянхи кунпа кăна пурăнмалла мар, малалли пирки те шухăшламалла. Çак пуянлăхпа пирĕн ачасем, вĕсен ачисем те усă курма пултарччăр. Çавăнпа та çакăн пирки каланисене Конституцие кĕртсе хăварни тĕрĕс, вырăнлă тата вăхăтлă тесе шутлатăп.
Юлашки çулсенче çынсен пурнăç тăршшĕне вăрăмлатасси пирки сахал мар калаçаççĕ пулсан, хамăрăн тăван тавралăх пирки те манмалла мар. Экологи те çынсен пурнăçĕ çине витĕм кỹрет-çке. Экологи культурин ыйтăвĕсем пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ. Çутçанталăка хирĕç тунă ĕç малашне Конституци нормисене хирĕçле тунă ĕç пулса тăрĕ.
Экологи ыйтăвĕ хальхи вăхăтра пĕтĕм тĕнче шайĕнчех çивĕч тăрать. Этемлĕхĕн çутçанталăка упрасси, тавралăха хỹтĕлесси пирки халех шухăшламалла. Унсăрăн вăл пире каçармĕ. Çавăнпа экологи пирки калаçни кăна çителĕксĕр. Тăван тавралăх ырлăх-пурлăхĕшĕн çине тăрса ĕçлеме пуçламалла. Çакна кашнин хăйĕнчен тытăнмалла. Тавралăх тасалăхĕпе тирпейлĕхĕшĕн тăрăшасси, ăна упрасси кашнин тивĕçĕ пулнине манмалла мар. Çапла çеç эпир хамăр çĕршывăн илемлĕ те пуян çутçанталăкне малашнехи ăрусем валли сыхласа хăварма пултарăпăр.
Август 2026 |
