Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Алина Оринова: "Çырура ялсене тимлĕх уйăрмалли пирки калани килĕшрĕ"

Категория: Главные новости Опубликовано: 28.01.2020, 14:48 Просмотров: 850

IMG 0361aАлина ОРИНОВА, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи "Пирĕн пурнăç" хаçатăн тĕп редакторĕ:

 - Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне кăçал тухнă Çырăва итленĕ çĕре манăн та хутшăнма тỹр килчĕ.

Чи малтанах Михаил Васильевич хăйĕн Çырăвĕнче ялсене тимлĕх уйăрмалли пирки калани килĕшрĕ - ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатма, хăтлăрах тума тăрăшмаллине палăртрĕ. Çакна пурнăçа кĕртме ял ипотеки те, пуçаруллă бюджет проекчĕсем те пулăшĕç.

Пирĕн республикăра яланах çемье хаклăхне тĕпе хунă, çавăнпа та çемьесене пулăшасси те - малти вырăнта. Çырура виççĕмĕш е хыççăнхи ача çуралсан паракан республикăри амăшĕн капиталĕ 100 пин тенкĕрен 150 пин тенкĕ таран ỹсесси пирки каланине ырласа йышăнтăм.

Юлашки вăхăтра халăхăн сывлăхне те пысăк тимлĕх уйăраççĕ, çынсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма условисем туса параççĕ. Акă, кăçал республикăра искусственнăй сийлĕ 10 футбол уйĕ тума палăртнă, вĕсенчен пĕри Хĕрлĕ Чутай салинче пулĕ.

Пĕтĕмĕшле каласан, Çыру çынсен пурнăç пахалăхне малашне те лайăхлатас, тĕп отрасльсене аталантарас тĕллевлĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6