ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Хĕрлĕчутайсен «Чавал» ентешлĕхĕ 25 çул тултарнине тата Паллă ентешсен çулталăкне халалласа апрелĕн 2-мĕшĕнче филармонире тĕлпулу ирттерме палăртрăмăр. Вăл 11 сехетре пуçланĕ.
Çак мероприятие хатĕрленсе ентешлĕх канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта Петр Ялкир ячĕллĕ премие кама парассине пăхса тухрăмăр. Ку тĕлĕшпе йĕркеленĕ ятарлă комисси ертỹçи Зоя Сывлăмпи сăвăç конкурса тăратнă икĕ ентеш ĕçĕсен хаклавĕпе паллаштарчĕ, иккĕшĕ те премие тивĕçлине пĕлтерчĕ. Ентешлĕх канашĕ комисси шухăшĕпе килĕшрĕ. Вĕсене апрелĕн 2-мĕшĕнче кăкăр çине çакмалли паллă, диплом, преми парса чыслăпăр.
Ларура асăннă мероприятие хатĕрленсе ирттерме йĕркелỹ комитетне çирĕплетрĕмĕр, тăкаксемпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрăмăр.
Лару ĕçне çавăн пекех Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан комитечĕн директорĕ Александр Кузнецов, Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров хутшăнчĕç. Иван Николаевич тăван район ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ, ыйтусене хуравларĕ.
Владимир Савинкин, хĕрлĕчутайсен «Чавал» ентешлĕх канашĕн председателĕ.
Август 2026 |
