Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Гуманитари пулăшăвĕ йĕркеленĕ

Категория: Общество Опубликовано: 11.03.2022, 13:18 Просмотров: 831

Пĕтĕм Раççейри "Эпир пĕрле" проект шайĕнче Чăваш Республикинче Донецк тата Луганск Халăх Республикисенчен куçса килнисем валли пулăшу йĕркеленĕ. Çавăн пекех пĕлтерĕшлĕ ĕç пирĕн район территорийĕнче те иртет.

Хăйсен тăван кĕтесĕсене ирĕксĕр пăрахса тарса Раççее куçса килнĕ çынсенчен нумайăшĕ хăйсемпе пĕрле нимĕн те илмен, çавăнпа та вĕсене пулăшу пуринчен ытла кирлĕ. Районти халăха социаллă пулăшу паракан центр тата "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕ Донецк тата Луганск Халăх Республикисенчен куçса килнисем валли гуманитари пулăшăвне йышăнма пуçланă. Пухнă япаласене Донбасран эвакуациленĕ граждансене вăхăтлăх вырнаçтарнă пункта ăсатĕç.

Пĕтĕмĕшле çак япаласем кирлĕ: хут алшăллисем, салфеткăсем, хĕрарăмсен гигиена хатĕрĕсем, дезодорантсем, душ кĕме гельсем, шампуньсем, супăньсем, мунчаласем, шăл пастисемпе щеткисем, кĕпе-йĕм çумалли порошоксем, пĕр хутчен усă курмалли савăт-сапа, йăлари хими, çỹп-çап пакечĕсем. Çавăн пекех сĕтел-пукан та йышăнаççĕ: краватьсем, вырăн таврашĕсем, матрассем, минтерсем тата ытти те. Унсăр пуçне йăлари техника та пухаççĕ: рецеркуляторсем, микроволновкăсем, кулерсем, чейниксем. Апат-çимĕç те кирлĕ: чай, кофе, сахăр, кĕрпесем, çăкăрпа булка изделийĕсем, услам çу, ỹсен-тăран çăвĕ, консервсем, ĕçмелли шыв, сĕткенсем.

Ачасене валли вара çак япаласем кирлĕ: пеленкăсем, памперссем, кремсем, ача-пăча апачĕ (типĕ хутăшсем - Малютка, Малыш, Нестажен, Нутрилон), нимĕрсем, аталантаракан вăйăсем, шкул хатĕрĕсем, теттесем, çулталăкченхи çи-пуç, ĕмкĕчсем тата ытти те. Çакна та палăртмалла: енчен те "Единая Россия" парти урлă çитересшĕн пулсан сирĕн япалăрсем çĕнĕ те этикеткăпа пулмалла. Районти халăха социаллă пулăшу паракан центр вара усă курма юрăхлă пур лайăх япалана та йышăнать.

Çавăн пекех пулăшăва укçан та йышăнаççĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6