ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Юлашки çулсенче вилекенсен шучĕ хушăнса, çуралакансем вара чакса пыни сисĕнет. Районти ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр районта 62 пепке çуралнă: 36 арçын ача тата 26 хĕрача (2020 çулта - 94 ача, 2019 çулта - 80 ача). Ашшĕ-амăшĕ пăхаттирĕсене ытларах Артем, Егор, Кирилл, хĕр пĕрчийĕсене Валерия, Дарья, Ксения ят панă.
Çулталăк хушшинче вилекенсен шучĕ çуралакан-сенчен ирттернĕ: 2021 çулта 396 çын çут тĕнчерен уйрăлнă (198 арçын,198 хĕрарăм). 2020 çулта вилекенсем ытларах та пулнă: 403 çын (215 арçын, 188 хĕрарăм). 2019 çулта ку кăтарту 304 çынпа танлашнă.
Пĕлтĕр 34 мăшăр çемье çавăрнă (2020 çулта - 30, 2019 çулта - 36). Уйрăлакансем те пур: 2021 çулта - 35, 2020 çулта -16, 2019 çулта - 27.
Ача усрава илекенсем пĕлтĕр пулман. 2020 çулта кун пек пĕр тĕслĕх пулнă. Ашшĕ кам пулнине ĕнентерекен свидетельствăна илекенсем 10-ăн пулнă (2020 çулта - 13-ĕн).
Август 2026 |
