Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Пирĕн сывлăх - хамăр алăра

Категория: Общество Опубликовано: 16.07.2021, 13:55 Просмотров: 844

Хальхи вăхăтра коронавирус чирне çĕнтерес тесен коллективлă иммунитет йĕркелемелли çинчен калаççĕ специалистсем. Çакна валли республикăра пурăнакан мĕнпур халăхăн 60 проценчĕн прививка тутармалла. Районпа илсен вара 7156 çынна вакцинацилеме планланă.

Çулталăк ытла тăсăлакан хăрушă чир тĕнчипех нумай çын сывлăхне хавшатрĕ. Шел пулин те, вилекенсен йышĕ те сахал мар. Ку чирпе çемйипех чирлекенсем те, ĕç коллективĕсенче чылаййăн инфекци ертнисем те тĕл пулчĕç. Специалистсем палăртнă тăрăх, кун пек лару-тăрура вакцинаци çеç коронавируса çĕнтерме пулăшĕ. "Прививка тутарнă çыннăн иммунитет çирĕпленет, вăл чирпе кĕрешет", - палăртаççĕ медицина ĕçченĕсем.

Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн июлĕн 9-мĕшĕнче иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата ларăва пухăннисем халăха прививка тăвасси пирки тарăн сỹтсе яврĕç, халăха вакцинацилес енĕпе çителĕксĕр ĕçлесе пыракан районсене асăнчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, регионта пурăнакансем коронавирусран сыхланас тесе прививкăна хастар тутараççĕ, вакцинациленекенсен шучĕ ỹсме тытăннă. Çав вăхăтрах аслă ỹсĕмрисем хушшинче ку хисеп сахалланнă. 60 çултан иртнисене хастартарах прививка тумаллине палăртрĕç ларура.

Çак ыйтăвах коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен районти оперативлă штабăн ларăвĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров та хускатрĕ. Аслă ỹсĕмрисен, уйрăмах вăрман леш енчи ялсенче пурăнакансен, прививка тутарас кăмăл пулсан та чылайăшĕн вакцинаци пунктне çитме майĕсем çукрах. Хĕрỹ вăхăтра фельдшерсем отпускра пулни те чăрмав кỹрет. Иван Николаевич райбольницăн тĕп тухтăрне Наталья Ельцована 60 çултан аслăраххисене вырăна çитсе прививка тума майсем шырама, медицина ĕçченĕсен хăçан тата хăш вăхăтра пыма меллĕрех пулнине тишкерсе ку ĕçе кĕске вăхăтрах йĕркелесе яма, медицина ĕçченĕсем вакцинацилеме хăçан пырассине халăха маларах пĕлтерме хушрĕ. Çавăн пекех Иван Михопаров ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те вакцинаци ыйтăвĕпе яваплăрах ĕçлеме, мобильлĕ пунктсем пыни пирки халăха пĕлтерессипе хастартарах пулма сĕнчĕ.

Вакцинацин мобильлĕ пункчĕ вырсарникунсерен пасар территорийĕнче халăха прививка тăвать. Июлĕн 11-мĕшĕнче те вакцинăн пĕрремĕш компоненчĕпе 40 çынна прививка тунă. Тунтикун вара асăннă пункт Тралькассинчи, ытларикун Хĕрлĕ Чутай салинчи, июлĕн 14-мĕшĕнче Ачкассинчи, июлĕн 15-мĕшĕнче Ваçкаçырминчи халăха вакцинациленĕ. Паян графикпа куçса çỹрекен медицина комплексĕ Кĕрлевре пулмалла.

Июлĕн 14-мĕшĕ тĕлне районта пĕтĕмпе 3195 çын вакцинăн пĕрремĕш компоненчĕпе прививка тутарнă, 2151-шĕ вакцинацин икĕ тапхăрне те вĕçленĕ, вĕсенчен 60 çултан аслăраххисем - 1788-ĕн.

Коронавирусран прививка кашниех тума пултарать. Тĕп услови - врач-терапевтран ирĕк илесси. Çакна валли поликлиникăна каймалла. Унччен маларах врач патне çырăнсан вырăнлăрах. Ăна тăватă мелпе тума май пур: "вĕри линин" 122 номерĕпе, Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă, прививка кабинечĕн телефонĕпе - 8 987 576 49 84 - тата врач-терапевт патне кайсан.

Аса илтеретпĕр: вакцинаци пỹлĕмĕ çак адреспа вырнаçнă: Хĕрлĕ Чутай сали, Çĕнĕ урам, 16-мĕш çурт, 7-мĕш кабинет (район больницин пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ). Çавăн пекех халăха вакцинаци тăвас тĕллевпе мобильлĕ бригадăсем те ĕçлеççĕ. Коронавирусран вакцинаци тăвас тесен çумра паспорт, СНИЛС, медицина полисĕ пулмалла. Регистратура телефонĕ: 8 (83551) 2-11-93. Асра тытăр: коронавирусран прививка туса эпир хамăра кăна мар, çывăх çыннăмăрсене те хỹтĕлетпĕр.

Н.МИДАКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6