Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Парка хăтлăх кỹрессишĕн кашниех сасăлама пултарать

Категория: Общество Опубликовано: 30.04.2021, 11:12 Просмотров: 426

Кăçал хăтлăх кỹмелли объектсемшĕн сасăламалли Пĕтĕм Раççейри платформа - za.gorodsreda.ru (https://21.gorodsreda.ru/) - хута кайрĕ. Асăннă сасăлав сайтра апрелĕн 26-мĕшĕнче ĕçлеме тытăнчĕ, вăл майăн 30-мĕшĕччен пырĕ. Унта 2022 çулта хăтлăх кỹме палăртнă объектсемшĕн сасăлама май пулĕ. Сасăлава 14 çулхи çамрăксенчен пуçласа унтан аслăрах çынсенчен кашниех хутшăнма пултарать. Платформа сайчĕн мобильлĕ версине те пăхса хунă, çавăн пекех сасăлав валли уйрăм приложени те тума палăртнă.

Граждансем патне платформа ĕçĕ пирки информаци çитерме волонтерсем пулăшĕç. Вĕсем нумай функциллĕ центрсенче, суту-илỹ центрĕсенче, культура объекчĕсемпе обществăлла вырăнсенче планшетсемпе ĕçлĕç. Эппин, граждансем хăтлăх кỹмелли объектсемшĕн вĕсем урлă та сасăлама пултарĕç. Палăртмалла, районта ку енĕпе пурĕ 16 волонтер ĕçлĕ.

Хăтлăх объекчĕсен сасăлав рейтингĕн списокне Аслă Çĕнтерĕве 50 çул çитнине халалланă Хĕрлĕ Чутай салинчи парка хăтлăх кỹмелли проекта кĕртнĕ. Çитес çул асăннă паркра хăтлăхпа тирпей-илем кỹмелли иккĕмĕш тапхăра пурнăçласшăн. Проектăн тĕп идейи паркра Аслă Çĕнтерĕве тата Сăр хỹтĕлев чиккисене тунă паттăрсене халалланă асăну стелисене вырнаçтарнă тĕп лапам йĕркелессипе çыхăннă. Тĕп вырăнта асăну инсталяцийĕ, тĕрлĕ енчен вара информациллĕ стендсем лартасшăн. Çавăн пекех кану вырăнĕсем тата скандинави уттипе çỹрекенсем валли çул тума пăхса хунă.

Çĕнтерỹ паркĕн сăнĕ илемлентĕр, территори хăтлăрах пултăр тесе активлăрах сасăлар.

Н.МИДАКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6