Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Апрелĕн 24-мĕшĕнче - пурте субботника!

Категория: Общество Опубликовано: 23.04.2021, 13:34 Просмотров: 764

Ырă йăлана кĕнĕ тăрăх çулсерен апрель уйăхĕнче экологи субботникне ирттереççĕ. Кăçал ăна пĕтĕм Раççейĕпех апрелĕн 24-мĕшĕнче хула хутлăхĕпе экологи темипе çыхăнтарса йĕркелеме йышăннă. Вăл пирĕн регионти пур районта та иртĕ.

Тĕрĕссипе, район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе санитарипе экологи уйăхлăхĕ апрелĕн 11-мĕшĕнчен пуçланчĕ. Вăл май уйăхĕн 31-мĕшĕчченех пырĕ. Çак хушăра ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, предприяти-организаци ертỹçисене территорисене тасатма тата хăтлăх кỹме хушнă, çавăн пекех масарсенче те тирпей-илем кỹрессипе ĕçлеме ыйтнă. Кунта ĕç коллективĕсене, шкул ачисене явăçтарĕç.

Апрелĕн 24-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ ĕçсене пурнăçлама пулĕ: урамсемпе обществăлла вырăнсене тирпейлесси, чечек-йывăç лартасси, саксемпе картасене сăрласси, скульптурăсемпе палăксене йĕркене кĕртесси... Кунсăр пуçне, Пĕтĕм Раççейри субботник тĕрлĕ форматпа иртнĕрен, кашниех хăтлăх кỹрессипе тата экологи воспитанийĕпе çыхăннă тĕрлĕ онлайн-акцисене, конкурссемпе ыркăмăллăх акцийĕсемпе хутшăнма пултарать.

Субботника волонтерсем те хăйсен тỹпине хывĕç. Вĕсем граждансене хăтлăх кỹмелли территорисене суйлас ĕçе хутшăнма май пурри пирки пĕлтерĕç. Харпăр хăй районĕн пурнăçĕнче ытларах çын хутшăнма пултартăр тесе кăçал хăтлăх кỹмелли объектсемшĕн сасăламалли Пĕтĕм Раççейри платформа - za.gorodsreda.ru (https,ỸỸ21.gorodsreda.ruỸ) - хута янă. Асăннă сасăлав апрелĕн 26-мĕшĕнчен тытăнса майăн 30-мĕшĕччен пырĕ. Платформа сайтĕнче кашни уйрăм муниципалитетăн мĕнпур территорисемпе пурнăçа кĕртмелли дизайн-проектсен переченьне пухĕç. Волонтерсем ку платформăпа мĕнле усă курмаллине ăнлантарĕç, вĕсем урлă сасăлама та май пулĕ.

Субботник вăхăтĕнчех платформа çинчи проектсемшĕн яваплă çынсемпе калаçма май пулĕ: вĕсем çитес çул хăтлăх кỹмелли мĕнле территорисем кĕме тата епле хăтлăх элеменчĕсем пулма пултарасси пирки каласа парĕç.

Субботника хутшăнни - ырă йăла, вăл пире çутçанталăка юратма, тавралăха хỹтĕлеме вĕрентет, усăллă ĕç тума май парать. Умри уявсене хатĕрленсе хамăр пурăнакан вырăна тасарах, хăтлăрах тăвар, пурте субботника хастар хутшăнар!

Н.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6