Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Халăха коммуналлă пулăшупа тивĕçтереççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 19.03.2021, 12:01 Просмотров: 511

Çитес вырсарникун, мартăн 21-мĕшĕнче, хăйсен професси уявне йăла ыйтăвĕсемпе тивĕçтерекенсем тата коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем паллă тăваççĕ.

"Красночетайскагропромснаб" муниципаллă предприяти халăха сивĕ шывпа, ăшăпа тивĕçтерессишĕн яваплă, шыв юхса тухас тытăма та вĕсем пăхса тăраççĕ. Предприяти пурĕ районти нумай хваттерлĕ 37 çуртра пурăнакан 980 абонента тата 58 предприятие коммуналлă ыйтусемпе тивĕçтерсе тăрать.

Коллектива 2020 çулхи май уйăхĕнчен тытăнса Валерий Иванович Жиганов ертсе пырать. Чылай çул ĕçлекенсем те пур коллективра. Акă Валерий Николаевич Сатлайкин коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче 29 çул ĕнтĕ тăрăшать. Пурĕ вара коллектив 17 çынран тăрать. Кашниех хăйне шанса панă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшать.

"2020-2021 çулсенчи хĕллехи ăшăтмалли тапхăра лайăх хатĕрлентĕмĕр, ăна йĕркеллĕ ирттертĕмĕр, пысăк кăлтăксем, телее, сиксе тухмарĕç. Пачах йывăрлăхсемсĕр пулмарĕ паллах. Шыв пăрăхĕсен аварийĕсем пулчĕç, шыв юхса тухас тытăм тулса ларни те тĕл пулчĕ, вĕсене çийĕнчех сиртĕмĕр, çавна май халăхран шалăп та пулмарĕ", - пĕлтерчĕ Валерий Жиганов.

Коллектив малашне те пур ĕçе тĕплĕн палăртса, тỹрĕ кăмăлпа та яваплăха туйса пурнăçласан районти халăх шывпа, ăшăпа тата юхса тухас тытăмпа пĕр кăлтăксăр усă курĕ.

Н.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6