Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Сочиненисен конкурсне хутшăнăр

Категория: Общество Опубликовано: 19.03.2021, 11:57 Просмотров: 537

Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк пынă май район администрацийĕпе хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕхĕ пуçарнипе мартăн 22-мĕшĕнчен тытăнса апрелĕн 23-мĕшĕччен сочиненисен конкурсне ирттерме йышăннă. Вăл шкул ачисен патриотлăх тата гражданлăх туйăмĕсене йĕркелес, çемьепе Тăван ене юратма хăнăхтарас, Аслă Отечественнăй вăрçă историне тĕпчеме кăсăклантарас, ветерансемпе тыл ĕçченĕсене, Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннисене хисеплеме вĕрентес тĕллевлĕ.

Конкурса районти 5-9 классенче ăс пухакан ачасен ĕçĕсем кăна хутшăнма пултараççĕ. Сочинение чăвашла та, вырăсла та çырма юрать. Унăн калăпăшĕ А4 форматлă икĕ страницăран сахал пулмалла мар, сăнỹкерчĕксемпе пуянлатсан аванрах. Сочиненире тыл ĕçченĕсем Сăр хỹтĕлев чиккине тума хутшăннă çынсем пирки, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă тăвансемпе кỹршĕсем тата вăрçă ачисем çинчен çырни, вĕсен асаилĕвĕсем пулмалла.

Конкурс икĕ тапхăрпа иртĕ. Пĕрремĕш тапхăрта - апрель уйăхĕн 19-23-мĕшĕсенче - сочиненисене шкулти вĕрентекенсем пăхса тухаççĕ, кашни шкулта чи лайăх икĕ ĕç суйлаççĕ. Иккĕмĕш тапхăрта - апрель уйăхĕн 26-30-мĕшĕсенче - шкул учителĕсем суйласа илнĕ сочиненисене район администрацийĕн вĕрентỹ пайне çитереççĕ. Ĕçсене ятарласа йĕркеленĕ эксперт комиссийĕ пăхса тухать. Конкурса майăн 5-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ.

Н.ИВАНОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6