ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Районта ылтăн алăллă çын нумай. Вĕсем шухăш хăватне ирĕке ярса темĕн те пĕр ăсталаççĕ.
Кăçал юр пĕрчисен ташшипе вăрах килентĕмĕр. Тавралăх шап-шурă хулăн кавирпе витĕнчĕ.
Хĕрлĕ Чутай салин Октябрьски урамĕнче пурăнакан Алена Кучекеева тĕлĕнмелле хитре юр кĕлеткисем калăпланă. Кунтах çỹçеллĕ пысăк тутăр çыхнă виçĕ "лаши" те, "кинемейпе мучи" те, "чĕрчунĕсем" те вырăн тупнă. Юр кĕлеткисене халь-халь чун кĕрессĕн, вĕсем юмах тĕнчине çул тытассăн туйăнать. Иртнĕ канмалли кунсенче Кучекеевсем ял-йышпа Çăварни эрнине кĕтсе илнĕ.
Алена Кучекеева тăватă çул ĕнтĕ Çăварни уявĕсенче хăйĕн ăсталăхĕпе тĕлĕнтерет. Пĕлтĕр районти "Хĕл ăсатăвĕнче" унăн ăста аллисем калăпланă лашисем Урал автомашинăна хитрелетсе çынсене савăнтарнă.
Савăнсах палăртатпăр, Алена Кучекеева юр кĕлеткисем ăсталама анчах мар маттур, унăн кил-хуçалăхĕнче цементран калăпланă тĕрлĕ чĕрчунсем те чылай вырăн йышăнаççĕ.
А.ОРИНОВА.
Август 2026 |
