Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Шыв çукки - чĕр нуша

Категория: Общество Опубликовано: 19.02.2021, 20:08 Просмотров: 548

Шывсăр пурнăç çук. Çакна кашниех аван пĕлет. Республикăра пурăнакансене пахалăхлă таса шывпа тивĕçтерес ыйтăва регион правительстви те пĕрре мар хускатрĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те ун пирки асăнса хăварчĕ, хăш-пĕр районсенче шыв башнисене юсас ĕçе иртнĕ çулах пуçăнчĕç.

vodaШыв çукки республикăри чылай ялти пекех пирĕн патра та палăрать. Акă тумликассисем, туктамăшсем... шывсăр нуша курнине миçе çул пĕлтереççĕ. Туктамăш ялĕнче пурăнакансем пуçаруллă бюджетпа шыв кĕртме хутшăнас тесе иртнĕ кĕркунне укçине те пухрĕç, кăçал таса шыв çитессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Юлашки çулсенче кил-çурта таса шыв кĕртнисем ырлăхра пурăннине савăнса пĕлтереççĕ. Акă çакăн пирки халăх вăйĕпех шыв кĕртнĕ серенкассисенчен хĕпĕртесе каланине пĕрре мар илтнĕ. Савăнмаллах ĕнтĕ, апат-çимĕç пĕçерме, чашăк-тирĕк тата тумтирпе вырăн таврашне çума, выльăх-чĕрлĕх шăварма, мунча хутма шыв çителĕклĕ. Сăмахран, хам та шыв çуккипе хытах нушаланнăран, виçи самаях чакнă çăлти шывпа пĕрре усă куриччен çиччĕ шутласа пăхма хăнăхнăскер (çав кун мунча хутас-тăк япала çăвасси пирки ан та шухăшла, темиçе кунтан кăна çак ĕçе тума май пулĕ е кỹршĕри пĕччен пурăнакан кинемей çăлĕнчен шыв турттарма тивĕ) ăмсанатăп вĕсене. Мунча кĕнĕ чух сивĕ шыв вырăнне юрпа усă курни те пулкаланă, йывăрлăхран тухас тесен меслетне тупмаллах.

Трапайра пурăнакан Иван Хораськин та нумаях пулмасть ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Патшалăх Канашне тухнă Çырăвне хакланă май районта шывсăр нушаланакан ялсем сахал маррине шута илсе ял тăрăхĕсен администрацийĕсене ку ыйтупа лайăхрах ĕçлеме сĕннĕччĕ. Чăнах та, чылай ялта пурăнакансем таса шыв çитессе шанаççĕ, кĕтеççĕ.

Чылайăшĕ курнă-илтнĕ пулĕ, февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче социаллă сетьсенче Пĕчĕк Этмен ялĕнче пурăнакансем пĕверен шыв турттарнине лартнăччĕ. Унта кунти халăх 2010 çултанпах шыв çуккипе нуша курнине, ял халăхĕ шыв кĕртме 400 пин тенкĕ пухнине асăннă, пĕверен шыв ăснине çирĕплетекен ỹкерчĕк вырнаçтарнă. Февралĕн 14-мĕшĕнче вара кун пирки районти пĕрлехи дежурнăйпа диспетчер службине (ЕДДС) шăнкăрав пулнă.

Çăлсенчи шыв, сăнанă тăрăх, 2010 çулхи типĕ çулла хыççăн чылай çĕрте хытах чакрĕ.

Мăн Этмен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Александрович Николаев февралĕн 14-мĕшĕнче комисси йĕркелесе вырăна тухнине, ялти тĕрлĕ хуçалăхри ултă çăла тĕрĕсленине пĕлтерчĕ, вĕсенче кил-хуçалăхри ĕçсене пурнăçламалăх шыв пуррине çирĕплетрĕ. Олег Александрович каланă тăрăх, шыв кĕртмешкĕн проект документацийĕ хатĕр, ăна экспертизăна панă. Пĕчĕкэтменсен кăçал шыв пулатех тесе шанмалли юлать.

Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет, ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Патшалăх Канашне янă хăйĕн Çырăвĕнче пуçаруллă бюджетпа анлăн усă курмаллине, халăх укçа хывнă проектсене пурнăçа кĕртме пулăшмаллине çирĕплетрĕ. Чăнах та, ял çыннисен те хăтлăхра пурăнас, таса шывпа усă курас, яка çулпа çỹрес килет. Ялта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассине малашне сăмах вĕççĕн кăна мар, çакна чăн ĕçпе çирĕплетсе пурнăçласса хĕрлĕчутайсем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, шанаççĕ.

Н.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6