ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Июнь уйăхĕнче республикăра пурăнакансене ырă хыпар савăнтарнăччĕ. Регион ертỹçи Олег Николаев уйрăм хушма хуçалăхсене пулăшас тĕллевпе субсиди пама йышăннăччĕ. Сăлтавĕ - сĕт хакĕ çуллахи тапхăрта йỹнĕ пулнинче. Кун пек пулăшăва фермер хуçалăхĕсемпе пысăк ялхуçалăх предприятийĕсем унчченех илнĕ ĕнтĕ. Хальччен уйрăм хушма хуçалăхсене кăна тимлĕх лекейменччĕ.
Июнь уйăхĕн вĕçĕнчен асăннă субсидие пама пуçларĕç. Пулăшу витĕмлĕ пулчĕ - çакна уйрăм хушма хуçалăх тытакан кашни çын туйрĕ. Субсиди виçине хуçалăхри сумалли ĕне шутне пăхса палăртрĕç. Енчен те харпăрлăхçăн сумалли пĕр ĕне-тĕк пулăшу виçи 2300 тенкĕпе танлашрĕ. Иккĕ пулсан кашни пуçне 3300 тенкĕ пачĕç, виççĕ тата ытларах-тăк - 4300 тенкĕшер. Асăннă пулăшăва регионти 35 пине яхăн уйрăм хушма хуçалăх тивĕçрĕ - пĕтĕмпе 156 миллион тенкĕлĕх. Палăртмалла, çак субсидие парассине Атăлçи федераци округĕнче икĕ регионта кăна пурнăçа кĕртнĕ: республикăра тата Тутарстанра.
Паллах, илнĕ укçашăн отчет туса памалла. Кун пирки пурне те малтанах асăрхаттарнă. ЧР ялхуçалăх министрĕн çумĕ Марина Загребаева пĕлтернĕ тăрăх, 2021 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕнен хуçалăхрах пулмалла - уншăн укçа илнĕ-çке. Апла мар-тăк укçана тавăрса памалла пулать! Отчетсене 2021 çулхи февралĕн 1-мĕшĕччен памалла. Документ ансат. Ăна ял тăрăхĕн администрацине тăратмалла. Отчет формине ЧР Ялхуçалăх министерствин сайтĕнчен илме пулать: http://agro.cap.ru/banneri/korova Асăннă сайта кĕрсе "Субсидия гражданам на содержание коров" уйрăма кĕмелле. Текста уçсан ун вĕçĕнче хĕрлĕпе "представить отчет" тенине асăрхăр. Унпа кĕрсен таблица тухать: ăна тултармалла та. Ăна çавăнтах е хут çине кăларнă хыççăн тултарма пулать. Отчетра уйрăм хушма хуçалăх тытаканăн хăйĕн ятне, хушаматне, ашшĕ ятне кăтартмалла, 2021 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра миçе ĕне пулнине, кăçал миçе ĕнешĕн субсиди илнине палăртмалла. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче уйрăм хушма хуçалăх тытаканăн хуçалăх кĕнекинчи (похозяйственная книга) пайăр счетне паллă тăвĕç. Документа алă пусса çирĕплетмелле.
Асăннă тапхăрта хуçалăхри ĕне вилсе кайма та пултарать. Кун пек чухне мĕн тумалла-ха? Ĕнене ветеринари кăтартăвĕсемпе пустарма тивнĕ пулсан вырăнти ветслужбăран справка кирлĕ пулать. Справка тăратсан субсидие тавăрса памалла мар.
Август 2026 |
