Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Волонтерсем те коронавируспа кĕрешеççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 11.12.2020, 15:53 Просмотров: 652

Хальхи вăхăтра коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă лару-тăру пĕтĕм тĕнчипех çивĕч тăрать. Çавна май паянхи кун медицина ĕçченĕсемсĕр пуçне çак амакпа волонтерсем те кĕрешеççĕ. Халĕ вĕсем хăрушлăх зонине кĕрекенсене, аслă ỹсĕмрисене, пур енлĕ пулăшма тăрăшаççĕ. Килтен тухма пултарайман ватăсене апат-çимĕçпе, кирлĕ эмелсемпе кам вăхăтра тивĕçтерĕ-ха? Çак ĕçе шăпах волонтерсем пурнăçлаççĕ.

Волонтерсен юхăмĕ район территорийĕнче те аталаннă. Ун тытăмне воспитательсем, учительсем, шкул ачисем, тĕрлĕ организацисен ĕçченĕсем кĕреççĕ. Вĕсене пурне те паянхи кун пĕр тĕллев пĕрлештерсе тăрать - вăйсăррисене, ватă çынсене пулăшасси. Яваплăха туйса ĕçлени вара кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пулăшать.

Ваттисене ĕçпе тата сăмахпа пулăшма васкакансенчен пĕри - Çĕн Атикасси шкулĕ çумĕнчи ача сачĕн воспитателĕ Анна Якимова. Вăл санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕнче волонтер пулма кăмăл тунă. Халĕ вăл Хурашашра пурăнакан ватăсене кунсерен апат-çимĕçпе тата эмелсемпе тивĕçтерет.

Çавăн пекех волонтерсен юхăмне Мăн Этмен шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Даниил Чернов та кĕнĕ. Шкул ачи пĕччен пурăнакан ватăсене хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама пулăшать, вĕсене шыв тата вутă кĕртсе парать. Çав хушăрах вĕренме те ĕлкĕрет каччă.

Хĕрлĕ Чутай райповĕн волонтерĕсем те пандеми вăхăтĕнче яваплăха туйса ĕçлеççĕ. Кунта тăрăшакан Елена Кудряшова, Надежда Соколова, Светлана Сильвестрова район больниципе пĕрле ватăсене апат-çимĕç, тỹлевсĕр эмелсем çитерсе параççĕ, ăшă сăмахпа та пулăшаççĕ. Калас пулать, Надежда Соколова Тихăнушкăнь, Мăн Этмен, Питĕркасси ялĕсенче пурăнакан çынсем патне çитсе тĕрлĕ эмелсемпе тивĕçтернĕ.

Çакă районта ырă ĕç тăвакансен списокĕн пĕчĕк пайĕ кăна. Вĕсен кашнин çемье тата ачисем, ĕç. Апла пулин те пушă вăхăт тупăнсанах вĕсем йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшма васкаççĕ, кил-тĕрĕшре пулăшаççĕ. Çак пархатарлă ĕçе пурнăçлама вĕсен сывлăхĕ таса та çирĕп пултăр.

А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6