Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Пуриншĕн те эрех айăплă

Категория: Общество Опубликовано: 25.09.2020, 12:43 Просмотров: 539

Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, алкоголизм преступлени тунипе тачă çыхăнура тăрать. Хаяр шĕвеке ытлашшипех тутансан вара "алă кĕçтет". Алкоголь çынна улăштарать, унăн "чи лайăх енĕсене" çиеле кăларать. Статистика кăтартнă тăрăх, çак улшăнусем пурте çынна преступлени çулĕ çине тăма пулăшаççĕ.

Кăçалхи çичĕ уйăх кăтартăвĕпе район территорийĕнче 52 преступление шута илнĕ, вĕсенчен 29-шне ỹсĕрле тунă. Çак преступленисене виçĕ категори çине уйăрма пулать: пĕрремĕшĕ çын сывлăхĕпе тата пурнăçĕпе çыхăннă, иккĕмĕшĕ - пурлăхпа, виççĕмĕшĕ - транспорт хатĕрĕпе кайнипе. Пĕрремĕш категорипе 14 преступлени пулнă, иккĕмĕшпе - 7, виççĕмĕшпе - 8.

Чи хăрушă çул-йĕрпе транспорт инкекĕсем те ỹсĕр водителе пула пулаççĕ. Кăшт эрех тутаннă çын хăйне ỹсĕр тесе шутламасть. Хăй çăмăллăнах руль умне ларать, машинăна хăвăртрах хăвалать. Çак инкек патне çитерме пултарать.

Чылай чухне преступлени тунă çынсем хăйсен айăпне сирме тăрăшаççĕ. Кун пекки унпа мĕнле пулма пул-тарнине ăнланмаççĕ, пуриншĕн те эрех айăплă теççĕ. Çынна çăвартан никам та эрех ямасть. Вăл ăна ăнлансах ĕçет. Ỹсĕрле преступлени тусан уголовлă явап тыттарнине асра тытмалла. Никама та айăпламасăр хăвармаççĕ.

В.ЯРАБАЕВ, районти полици уйрăмĕн участок уполномоченнăйĕсен тата çул çитменнисемпе ĕçлекенсен уйрăмĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6