Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Суйлав виçĕ кун пырĕ

Категория: Общество Опубликовано: 21.08.2020, 13:30 Просмотров: 593

Сентябрĕн 13-мĕшĕ - суйлав кунĕ. Ун чухне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕ иртĕ. Тĕплĕнрех каласан, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕнче пирĕн район Пухăвĕн тата ял тăрăхĕсен депутачĕсене суйламалла пулать.

Пĕтĕмĕшле калас-тăк, районти 10 ял тăрăхĕнчи 40 участокри суйлав комиссийĕсенче хатĕрлев тапхăрĕ пырать. Палăртмалла, кăçал çĕнĕ йĕркепе килĕшỹллĕн маларах - сентябрĕн 11-мĕ-шĕпе 12-мĕшĕнче те - суйлав участокĕсем уçă пулаççĕ, комиссисем ĕçлеççĕ, сасăлама пулать. Çав кунсенчех комисси членĕсем суйлав участокĕ çук ялсенчи граждансем патне çитсе те сасăлаттараççĕ.

Паянхи кун районти тĕп суйлав комиссийĕ кандидатсен докуменчĕсене йышăнас ĕçе вĕçлерĕ. Районта пурăнакан суйлавçăсене аса илтеретпĕр, кăçал сентябрĕн 13-мĕшĕнче вăл е ку суйлавçăн сасăлава хутшăнма май çук пулсан, хальхи вăхăтра районти тĕп суйлав комиссийĕнче е нумай функциллĕ центрта (МФЦ) çак кун хăш вырăнта пулнине пĕлтерсе заявлени çырма май пур. Ăна сентябрĕн 9-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Çапла майпа суйлавçă урăх суйлав участокĕнче сасăлама пултарĕ. Кăçалхи суйлавра открепительнăй удостоверенисем пулмаççĕ, çавăнпа та район е республика тулашне ĕçлеме е больницăна сипленме каякан ентешсен е тата ытти сăлтавсене пула суйлав кун районта пулайманнисен маларах асăннă мелпе усă курсан аванрах пулĕ. Палăртмалла, кун евĕр заявлениех сентябрĕн 4-9-мĕшĕсенче участок комиссийĕсенче те йышăнаççĕ. Çавăн пекех суйлав кун чире пула е ытти сăлтавпа сасăлав пỹлĕмне çитей-меннисем ун тулашĕнче сасăласси пирки суйлав комиссине сентябрĕн 3-мĕшĕнчен тытăнса пĕлтерееççĕ.

Районти территорири суйлав комиссийĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6