Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Культура çурчĕсем çĕнелеççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 31.07.2020, 10:39 Просмотров: 498

Хальхи вăхăтра районти темиçе культура çуртĕнче те юсав ĕçĕсем пыраççĕ.

Питĕркассинчи Культура çуртне çĕнетес ĕçе 2012 çултах тытăннă. Çуртăн урайĕсене, чỹречисене, алăкĕсене, çивиттине, стенисене, маччине, фасадне улăштарнă, шыв, ăшă, электричество тытăмĕсене çĕнетнĕ. Юсав ĕçĕсене тапхăрăн-тапхăрăн туса пыраççĕ пулин те, Культура çурчĕн сăнĕ ырă енне улшăнсах пырать, эпидеми лару-тăрăвĕ улшăниччен кунта тĕрлĕ мероприяти ирттерсех тăнă.

Хальхи вăхăтра Питĕркассинчи Культура çуртĕнче юсав ĕçĕсен виççĕмĕш тапхăрĕ пырать. Кăçал кунта пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме 1382,5 пин тенкĕ уйăрнă, çак укçапа маччан монтажне тăвĕç, акт залĕнче стенасене штукатурка туса сăрласа илемлетĕç.

Шел те, кунта подрядчик ĕçсене вăхăта тăсса пурнăçлани сисĕнет.

Штанашри Культура çуртĕнче вара подрядчик ĕçсене туллин пурнăçлать. Строительсем стенасене тул енчен ăшă тытаççĕ, унтан сăрласа илемлетĕç. Унсăр пуçне çуртăн никĕсне çирĕплетĕç, çивиттине, тамбура çĕнетĕç.

Кунти юсав ĕçĕсем Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ ятпа пурнăçланаççĕ, çакна валли пурĕ 2534,6 пин тенкĕ уйăрнă.

А.ТИМОФЕЕВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6