ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тухса кайиччен коронавирус пуррипе çуккине тĕрĕслĕç
Хальхи вăхăтра пирĕн çĕршывра çурхи призыв кампанийĕ пырать. Коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе çыхăннă лару-тăрăва пула кăçал çурхи призыва улшăнусем кĕртнĕ.
Чи малтанах кăçал шкул пĕтернисене, 18 çул тултарнă пулсан та, салтака илсе кайманнине палăртмалла. Ыттисем вара, çулне кура тата алла диплом илнĕрен салтак ячĕ тухма вăхăт çитнисем, хальхи вăхăтра медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ.
Майăн 29-мĕшĕнче призывниксем район больницинче медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнине Етĕрне тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен çар комиссарĕ Александр Прокопьев çитсе курчĕ, яшсене кăçалхи çурхи призыв уйрăмлăхĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ.
Призывниксене тĕрĕслев витĕр тухнă май пур хỹтĕлев хатĕрĕсемпе те тивĕçтереççĕ: вĕсене маскăсем, бахилăсем, перчеткесем параççĕ. Больницăна кĕрсенех кĕлетке температурине виçеççĕ. Тĕрĕслев витĕр тухакансем пухăнса ан кайччăр тесе çамрăксене больницăна тĕрлĕ кунсенче килме каланă.
Пирĕн районтан кăçал çурхи призывпа 30 ытла çамрăк салтака каймалла. Пĕрремĕш парти салтака июнĕн 18-мĕшĕнче кайĕ. Палăртмалла, салтака кайиччен каччăсенне коронавирус пуррипе çуккине тĕрĕслĕç.
А.КАРПОВА.
Август 2026 |
