ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Майăн 7-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев "Коминтерн" хуçалăхра пулнă май кунта ĕçлекен Елена Галича çăмăллăхлă ял кредитне тивĕçнине ĕнентерекен сертификат пачĕ. Республика субсидине пула Галичсен çемйишĕн кредит ставки çулталăкне 0,5 процент кăна пулĕ.
Елена Галич "Коминтерн" ЯХПК-ра ĕнесене машинăпа сăвакан операторта ултă çул ĕçлет. Галичсем пирĕн района Украинăран куçса килнĕ. Икĕ ачаллă çемье çăмăллăхлă кредитпа усă курса Хĕрлĕ Чутай салинче çурт тата çĕр илесшĕн. Çăмăллăхлă ял кредичĕн программипе республикăра чи пĕрремĕш усă куракан çемье çак пулăшупа кăмăллă. "Россельхозбанкри" кредит илмелли условисем ахаль те хăтлăччĕ, анчах та республика паракан субсидие пула пирĕн туяннă кил-çурта йĕркене кĕртме майсем татах ỹсрĕç", - терĕ Елена Галич, республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаева тав тунă май.
Аса илтеретпĕр, кредит ставкин процентне чакарассине шăпах Олег Николаев пуçарăвĕпе саккунпа йышăннă. Кун пек çăмăллăхпа ялхуçалăх предприятийĕсенче, социаллă сферăра тăрăшакансем, ялта пурăнакан нумай ачаллă çемьесем усă курма пултараççĕ.
А.ОРИНОВА.
Август 2026 |
