ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Паянхи цифра аталанăвĕн ĕмĕрĕнче ватти те, вĕтти те тĕрлĕ гаджетсемпе анлă усă курать. Вĕсемсĕр халĕ пурнăç çук тейĕн. Пĕр кунлăха килте манса юлтăр-ха вăл, тĕнче пĕтет вĕт... Пĕр телефонпа (е планшетпа...) кăна мĕн тĕрлĕ ĕç тума май пур. Тăвансемпе, ĕçтешсемпе, кирлĕ çынсемпе çыхăну тытса тăнисĕр пуçне интернет уçлăхĕнче тĕнчере, регионта тата районта мĕн пулса иртнине хăвăрт тупса пĕлме пулать вĕт. Хальхи вăхăтра телефонпа усă курса самантрах темиçе фото та ỹкерме май пур. Усăллă енĕсене вĕçĕ-хĕррисĕр каласа кайма пулать.
Тỹнтерле ỹкерчĕк куç тĕлне пулсан вара алăра телефон пурри пушшех те лайăх, ỹкерсе илме меллĕ. Çапла тунă та нумаях пулмасть çутçанталăк шăпишĕн кулянакан çын. Вăл Атнарти Вăрман урамĕнчи тахçантанпах сапаланса выртакан, илем сĕмне пăсакан çỹп-çап купине курнă та ăна ỹкерсе илнĕ, сăнỹкерчĕкне (аяларах куратăр) "Экосреда Чувашии" проекта ярса панă. Унпа вара эпир "ВКонтакте" социаллă сетьри "Красночетайский район" сообщество страницинче паллашма пултартăмăр. Çак сĕмсĕр ĕçе çавăнта пурăнакансемех тунă ĕнтĕ. Епле чĕрепе иртсе çỹреççĕ-ши вĕсем çак купа умĕпе? Кам тасатса парасса кĕтеççĕ-ши? Тата карталаса лартни те тĕлĕнтерет...
Çавăн пекех нумаях пулмасть соцсетьре Трапай ялĕнче пурăнакансем ялта çутă çителĕксĕрри пирки пăшăрханса çырнăччĕ. Кунсăр пуçне Атнар чарăнăвĕ патĕнчи çỹп-çап контейнерĕсем лăк тулли пулнине фото вырнаçтарнăччĕ. Социаллă сетьсенче район çыннисем тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе яваççĕ (шел те, тĕрлĕ кирлĕ мар сас-хура та туллиех унта), пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те хускатаççĕ.
Эсир те, хаклă вулаканăмăрсем, хăвăра вырăнта мĕн пăшăрхантарни пирки фото ỹкерсе пире ярса пама пултаратăр.
Н.ПЕТРОВА.
Август 2026 |
