ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Раççей Федерацийĕн "Ветеринари çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн тата республикăри Патшалăх ветеринари службин ертỹçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн представленине тĕпе хурса Горбатовка ялĕнче урнă чир тупса палăртнăран кунта мартăн 4-мĕшĕнчен пуçласа карантин туса хунă.
Çакăн пирки калакан йышăнăва мартăн 4-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев алă пусса çирĕплетнĕ.
Карантин хăçан пĕтессине çапла палăртаççĕ: выльăхсем урнă чирпе чирленине тупса палăртнă хыççăн икĕ уйăхран, анчах та çак хушăра пур профилактика мероприятине те туса ирттермелле.
Карантин вăхăтĕнче ялта килти выльăхсемпе сутă тума, кушаксемпе йытăсене ытти çĕртен илсе кĕртме е ялтан илсе тухма юрамасть. Тискер чĕрчунсене тытма та чарнă.
Штанаш ял тăрăхĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Горбатовкăна карантина хупнин сăлтавĕ - çак кунсенче яла урнă тилĕ кĕрсе кайнинче, ун çине йытăсем тапăннинче. Кунта урнă чир вучахне путарассипе мерăсем йышăннă та ĕнтĕ.
Сăмах май, паянхи кун Горбатовка ялĕнче 11 килте пурăнакансем пур.
А.ТИМОФЕЕВА.
Август 2026 |
