ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Пĕлтĕрхи июнь уйăхĕнчен пуçласа районти Культура çуртĕнче халăх театрĕн режиссерĕнче тимлекен Лариса Данилова вĕтĕ шăрçаран тĕрлĕ чăваш эрешĕсем тĕрлеме ăста. Çак эрешсем чăваш хĕрĕсемпе хĕрарăмĕсен хăш-пĕр çи-пуçне - тухья, хушпу, масмак, мăй çыххи - илемлетеççĕ.
Лариса Геннадьевна вĕтĕ шăрçапа (бисерпа) пĕрремĕш хут 2016 çулта тĕрлесе пăхнă: "Ача садне çỹрекен хĕрĕме валли чăваш çи-пуçĕ кирлĕ пулчĕ, вара эпĕ ăна хамах тĕрлесе илемлетме шутларăм".
Çавăнтанпа вăл чылай япала тĕрлесе янтланă - çынсем ыйтнипе те, хăйне валли те. Илемлĕ ĕçĕсемпе районти тĕрлĕ мероприятисем вăхăтĕнче иртекен куравсене те хутшăнать. Вĕтĕ шăрçаран тĕрлесси хăйĕншĕн чун канăçĕ пулнине пытармасть Лариса Геннадьевна.
Хальхи вăхăтра Хĕрлĕ Чутай салинче тĕпленнĕ Александрпа Лариса Даниловсем виçĕ ача ỹстереççĕ. Асли, Надя, 2-мĕш класра вĕренет, вăл амăшĕ илемлетнĕ тухьясене тăхăнса куравсене те хутшăнать. Кĕçĕн ывăлĕсем, Сашăпа Женя, ача садне çỹреççĕ.
Сăмах май, Лариса Геннадьевна Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ - вăл пирĕн район хĕрĕ пулманни çамрăк хĕрарăм чăвашла илемлĕ калаçнинченех палăрать. Хăй вăхăтĕнче Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхи филологийĕн факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер, Лариса Данилова чăвашлăха, йăла-йĕркесене упрассишĕн тăрăшать. Çакă унăн алĕçĕсенче аван палăрать.
А.КАРПОВА.
Август 2026 |
