Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Диспансеризаци тĕрĕслевĕ пуçланчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 24.01.2020, 11:05 Просмотров: 681

Кăçал районта пурăнакансен черетлĕ диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Диспансеризаци икĕ тапхăрпа иртет.

Пĕрремĕш тапхăрта, ỹсĕмне кура, тĕрлĕ тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Чи малтанах пациентăн анкетировани витĕр тухас пулать. Унтан унăн йывăрăшне, тăршшĕне виçеççĕ, кĕлетке массин индексне палăртаççĕ. Юнри глюкоза тата холестерин шайне те тĕрĕслеççĕ. Пациентăн флюорографи, ЭКГ тумалла пулать. Хĕрарăмсен, паллах, гинеколог патĕнче тĕрĕсленмелле. 40 çул тултарсан вара маммографи тутармалла.

Диспансеризаци витĕр тухас текенсен чи малтанах медицина профилактикин кабинетне, участокри врач тата пĕтĕмĕшле практика врачĕ патне каймалла. Çумра паспорт, ОМС полисĕ тата амбулатори картти пулмалла.

Тĕрĕслевсем витĕр тухнă хыççăн пациентăн врач-терапевт патне кĕмелле. Вăл анализсене кура диагноз лартать, кирлĕ пулсан хушма тĕрĕслеве ярать. Хушма тĕрĕслевсене диспансеризацин иккĕмĕш тапхăрĕнче ирттереççĕ. Врач хушăвĕпе çак профильлĕ специалистсем патĕнче консультаци илмелле: невролог, оториноларинголог, офтальмолог, хирург е уролог, хирург е проктолог, акушер-гинеколог. Унсăр пуçне хушма тĕпчевсем витĕр тухма ыйтаççĕ: ỹпкене рентген е томографи тăваççĕ, колоноскопи, ЭФГДС, ректороманоскопи, спирометри тĕрĕслевĕ витĕр тухма тивет.

Диспансеризацин иккĕмĕш тапхăрĕн кăтартăвĕсемпе терапевт тепĕр хут консультаци ирттерет. Вăл диагноз лартса сывлăх ушкăнне палăртать.

Кăçал çак çулта çуралнисен диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла: 1951, 1954, 1957, 1960, 1963, 1966, 1969, 1972, 1975, 1978, 1981, 1984, 1987, 1990, 1993, 1996, 1999, 2002.

40 çултан иртнисен диспансеризаци витĕр кашни çулах тухма юрать. Асăннă ỹсĕмпе пĕр килменнисем профилактика тĕрĕслевĕ витĕр тухма пултараççĕ. Диспансеризаци умĕн апатланма тата чей е кофе ĕçме (ытти шĕвексене те) юрамасть. Кăштах шыв ĕçме юрать. Кăтарту тĕрĕс пултăр тесен юн анализне выç-варла памалла. Ытти анализсем пирки участокри врачсем пĕлтереççĕ. Енчен те сирĕн диабет е ытти чир-чĕр пулсан, кун пек чухне апатланма тивет, çакăн пирки терапевта е регистратурăра пĕлтермелле.

РФ Ĕç кодексĕпе килĕшỹллĕн ĕçлекенсем диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр тухма канмалли кун илме пултараççĕ. Пенсионерсене тата пенси çулне çывхаракансене медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма кашни çулах икшер канмалли кун параççĕ. Ĕç кунĕсенче диспансеризаци витĕр тухайман-нисене шăматкунсенче те йышăнаççĕ.

А.ТРИФОНОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6