Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Кама йывăртарах, çавсене пулăшмалла

Категория: Общество Опубликовано: 17.01.2020, 11:25 Просмотров: 671

Январĕн 15-мĕшĕнче Мускаври "Манеж" тĕп курав залĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне çулленхи Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Ăна итлеме Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, Правительство членĕсем, çĕршывăн ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем, регион ертỹçисем, çав шутра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та, пухăннă.

Çĕршыв ертỹçи хăйĕн Çырăвĕнче яланхиллех çĕршывăн чи пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăнă, пуласлăхри тĕллевсене палăртса хăварнă.

Михаил ИГНАТЬЕВ, республика Пуçлăхĕ:

- Раççей Президенчĕ Владимир Путин регион ертỹçисем тата патшалăх влаçĕн органĕсем умне çакăн пек задача лартрĕ - çемье хаклăхĕсене упраса хăварасси. Çакна валли нумай нациллĕ Раççей халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхне тĕпе хумалла, демографи лару-тăрăвне лайăхлатмалла, ачаллă çемьесене тĕрев ытларах памалла, халăхăн тупăш шайне ỹстермелле, экономикăна аталантармалла. Патшалăх енчен пулăшу сывлăх сыхлавне те, вĕрентĕве те пулĕ. Çак тĕллевсем валли, çĕршыв Президенчĕ каланă тăрăх, федераллă бюджетран хушма укçа уйăрĕç. Эпир те республикăра ку ыйтусене туллин пурнăçласа пырăпăр. Паянхи куна пирĕн пурнăçланă ĕçсем сахал мар, анчах тумалли те чылай. Раççей Правительствипе пĕрле ĕçлесе пырса эпир Раççей Президенчĕ палăртнă задачăсене хамăр республика территорийĕнче туллин пурнăçлăпăр. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6