Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Барышниковсем - социаллă яваплă çемье

Категория: Общество Опубликовано: 06.12.2019, 09:49 Просмотров: 491

barychnikovДекабрĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта "Çулталăк çемйи-2019" республикăри конкурсăн çĕнтерỹçисене чысланă. Савăнăçлă мероприятие республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă, вăл конкурсра пулнă çемьесене ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕшĕн тав тунă.

"Çулталăк çемйи" конкурс чи малтан район шайĕнче иртет, унта хутшăнса çĕнтернисем республика шайĕнчи конкурса хутшăнаççĕ. Пирĕн районта иртнĕ конкурсра кăçал Хĕрлĕ Чутайри Барышниковсен çемйи çĕнтернĕ. Республика шайĕнчи конкурсра вара Барышниковсем "Социаллă яваплă çемье" номинацире палăрса Диплома тивĕçнĕ.

Ольга Николаевнăпа Алексей Николаевич Барышниковсем пилĕк ача ỹстереççĕ, вĕсенчен тăваттăшĕ - усрава илнисем. Вĕсем ачисене пĕр-пĕрне хисеплеме, ĕçе юратма хăнăхтарса ỹстереççĕ.

Çемье пуçĕ Алексей Николаевич "Эстет" ТЯО-ра сварщикра ĕçлет, Ольга Николаевна "Хĕвел" ача садĕнче воспитательте тимлет. Дарья тата Оксана хĕрĕсем Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренеççĕ, юрлама тата ташлама юратаççĕ. Денис ывăлĕ Етĕрнери агротехникумра вĕренет, волонтерсен ĕçне хутшăнать. Вячеслав ашшĕпе пĕрле ĕçлет, операторта тимлет, сăмах май, çак кунсенче вăл салтака кайма хатĕрленет. Даниил Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренет, вăл спортпа туслă.

Барышниковсен çемйи тăтăшах районта иртекен тĕрлĕ культура, спорт тата пултарулăх мероприятийĕсене хутшăть. Çавăн пекех вĕсем темиçе хутчен те ачасем усрава илнĕ çемьесем хушшинче республика шайĕнче иртнĕ конкурссене хутшăнса палăрнă.

А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6