ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерстви, Раççейри "Агроконтроль" организаци тата "Агро-Инновации" хысна унитарлă предприяти йĕркеленипе декабрĕн 10-13-мĕшĕсенче "Ялхуçалăх потребительсен кооперативĕсен ĕç-хĕлĕн тытăмĕ" ятпа семинар ирттереççĕ. Семинар Шупашкарти "Россия" хăна çуртĕнче иртет, унта хутшăннăшăн укçа тỹлемелле мар.
. Декабрĕн 10-мĕшĕнче иртекен семинара вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен представителĕсене чĕнеççĕ. Ун чухне кооператив мĕнле йĕркелемеллине, унăн тĕллевĕ мĕнре пулнине, ял тăрăхĕшĕн кооператив мĕн енĕпе усăллă пулнине ăнлантарса парĕç. Çавăн пекех ялхуçалăх кооперативĕн экономикин тытăмĕ пирки, ялхуçалăх потребительсен кооперативĕсене федераци шайĕнче мĕнле пулăшу панине каласа кăтартĕç. Унтан семинара пухăннисен командăсене пайланса проектсем туса пăхма май пулĕ.
. Декабрĕн 11-мĕшĕнче иртекен семинара хресченпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисене тата харпăр хăй хушма хуçалăхне тытса пыракансене йыхравлаççĕ. Вĕсене тупăшсемпе тăкаксен сметине тума тата ялхуçалăх кооперативне утăм хыççăн утăм мĕнле йĕркелемеллине тата ытти вăрттăнлăхсене вĕрентĕç. Ку хутĕнче те пухăннисен командăсене пайланса проектсем туса пăхма май пулĕ.
. Декабрĕн 12-мĕшĕнче пулакан семинара ялхуçалăх потребительсен кооперативĕсен ертỹçисене тата специалисчĕсене пухаççĕ. Ялхуçалăх кооперацийĕ çине урăхла куçпа пăхма вĕрентĕç, çак тытăмпа çыхăннă саккунсемпе паллаштарĕç. Çавăн пекех сăмах кооперативăн харпăрхăй укçи-тенки, пайланман фондсем, бухгалтери учечĕ, налук тỹлесси çинчен пырĕ.
. Декабрĕн 13-мĕшĕнче вара "Агро-Инновации" хысна унитарлă предприятин конференци залĕнче (Шупашкар хули, Уруков урамĕ, 17А çурт) Раççейри "Агроконтроль" организаци представителĕсемпе консультацисем иртĕç.
Семинарсем пирки тĕплĕнрех çак телефонпа ыйтса пĕлме пулать: 8 (8352) 45-88-74, 45-93-26.
А.КАРПОВА.
Август 2026 |
