ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çитес çул эпир Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине паллă тăватпăр. Çавна май Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă ентешсем пирки "Хĕрлĕ Чутай районĕн Астăвăм кĕнекине" кăларасси пирки маларах палăртнăччĕ. Икĕ эрнерен кĕнеке валли материалсем пухас ĕç вĕçленнине пĕлтересшĕн. Çавăнпа та вăхăта тăсмасăр ял тăрăхĕсен администрацийĕсене асăннă хаяр вăрçăра пулнă хăвăр тăванăрсем, çывăх çыннăрсем пирки çак материалсене çитерсе пама е вĕсен электрон адресĕсем çине ярса пама ыйтатпăр:
1) Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсен сăнỹкерчĕкĕсене (вăрçă çулĕсенчи пулсан аванрах);
2) вăрçă участникĕсем пирки Чăваш Республикин Астăвăм кĕнекине унччен кĕртмен сведенисене;
3) республикăри Астăвăм кĕнекинче тĕрĕсмарлăхсем пур-тăк вĕсене тỹрлетмелли кăтартусене;
4) скан тумашкăн вăрçă çулĕсенчи ытти сăнỹкерчĕксене тата ветерансем вăрçă хыççăн (ушкăнпа) ỹкерĕннисене;
5) ветерансем вăрçă пирки каласа панисене.
Эпир Аслă Отечественнăй вăрçăра ирсĕр тăшманпа çапăçнă, хĕрỹ çапă-çусенче паттăрлăх кăтартнă, пирĕн мирлĕ пурнăçшăн хăйсене пачах шеллемен ентешсем, тăвансем умĕнче пысăк парăмра. Çавăнпа та пирĕн вăрçă участникĕсемпе ветеранĕсем пирки, вĕсен асаилĕвĕсене пĕр тĕвве пухмалла. Çак кĕнеке çитĕнекен ăру валли те хаклă тупра пулĕ. Кĕнеке валли материалсем пухас ĕçе пĕрле пурнăçласан ĕç ăнасса шансах тăратпăр. Сирĕнтен материалсем кĕтетпĕр.
Кĕнеке кăларас енĕпе йĕркеленĕ редакци канашĕ.
Август 2026 |
