ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Ноябрĕн 14-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство Çуртĕнче журналистсемпе тĕл пулчĕ. Калаçăва массăллă информаци хатĕрĕсен 35 ытла представителĕ хутшăнчĕ.
Çав кунах Михаил Васильевич Наци телевиденийĕпе "Тỹрĕ эфира" та хутшăнчĕ, республикăра пурăнакансене пăшăрхантаракан тĕрлĕ ыйтăва уçăмлатрĕ. Сăмах май, иртнĕ уйăхра та регион ертỹçи республика çыннисен чылай ыйтăвне "Наци радиовĕ" тата "Тăван радио" эфирĕсенче хуравланăччĕ.
Ĕнер Михаил Игнатьев чи малтанах регионăн кăçалхи 10 уйăхри социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Унтан регион ертỹçи журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. "Чăвашкредитпромбанкпа" çыхăннă ыйту чылай пулчĕ. Тĕлпулура çавăн пекех медицина ĕçченĕсем çитменни, библиотекăсен ĕç-хĕлĕ, нумай ачаллă çемьесем пирки сăмах пычĕ. Пурĕ Михаил Васильевич журналистсен 20 ытла ыйтăвне хуравларĕ.
Ĕнерех 13 сехетре Наци телевиденийĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе "тỹрĕ эфир" пулчĕ.
Михаил Игнатьев журналистсемпе тĕл пулни тата "тỹрĕ эфир" ирттерни пирки тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕнче паллаштарăпăр.
А.ОРИНОВА.
Август 2026 |
