ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çитес çул Республика кунĕпе пĕр килекен тĕп мероприятисем пирĕн районта иртесси, çакна валли грант уйăрасси çинчен эпир маларах пĕлтернĕччĕ. Акă иртнĕ эрнере 2020 çулта Чутай çĕрĕ çинче пулакан пысăк мероприятие хатĕрленсе ирттерес енĕпе район ертỹçисем, район Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, тĕрлĕ организаци-предприяти ертỹçисем пĕрремĕш канашлăва пухăнчĕç.
Канашлура пĕлтерĕшлĕ те калăпăшлă мероприятие тивĕçлĕ йĕркелесе ирттерес тĕллевпе комплекслă план хатĕрлес ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрчĕç, умри тĕллевсене сỹтсе яврĕç.
Республика кунне ирттерме грант çĕнсе илнĕ чылай район кун пек уяв умĕн палăрмаллах улшăнатчĕ. Хĕрлĕчутайсемшĕн те чылай ырă улшăну пуласса шансах тăратпăр. Пĕрремĕш утăмсем те çук мар. Акă район центрне пырса кĕнĕ чух Енкĕлт ялĕ енне стелла вырнаçтарма пăхса хунă. Унăн никĕсне купаланă ĕнтĕ. Кунта кашни ял тăрăхĕн гербĕ вырăн тупĕ. Район центрнелле пăрăнсанах çул хĕррипе парк пурне те хăй патне йыхăрать. Каçхи вăхăтра та кунта питĕ илемлĕ те çутă. Çитес çул уява хатĕрленсе кунта тата илемлĕрех пулĕ, тĕрлĕ тĕслĕ чечексем хăйсем патне илĕртĕç. Фонтана çĕнетес шухăш та пур. Лашасен чупăвне ирттерме те Ишеккасси çывăхĕнче ятарлă вырăн тăвасшăн. Пĕр сăмахпа каласан, плансем пысăк. Хальхи вăхăтра проектсем хатĕрлес ĕç пырать. Пулас улшăнусемпе, хаклă вулаканăмăрсем, сире район хаçачĕн çитес кăларăмĕсенче паллаштарсах тăрăпăр.
А.ОРИНОВА.
Август 2026 |
