ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем йăлари хытă каяшсене контейнерсăр майпа (михĕсемпе) илсе тухассине йĕркелес енĕпе пур мерăсене те йышăннă. Ку ĕç пур ял тăрăхĕнче те пурнăçланать. Паянхи куна пуçаруллă бюджет йĕркеленĕвĕ енĕпе пурнăçлакан проектсен шайĕнче йăлари хытă каяшсене пухмалли вырăнсене йĕркелес ĕç пырать. Районĕпе планпа пăхса хунă 152 вырăна та йĕркеленĕ ĕнтĕ. Тăхăр ял тăрăĕхĕнче - Ачкасси, Атнар, Тралькасси, Хĕрлĕ Чутай, Пантьăк, Питĕркасси, Кив Атикасси, Хусаĕнушкăнь, Штанаш - контейнер площадкисене стандартпа килĕшỹллĕн вырнаçтарса пĕтернĕ. Çакна Чăваш Республикин Правительстви пулăшнипе, урăхла каласан, пуçаруллă бюджет программине пула, пурнăçлама май килчĕ.
Республика бюджетĕнчен пирĕн района контейнерсем туянма 3,6 миллион тенкĕ уйăрнă. Çывăх вăхăтрах контейнерсем туянас тĕлĕшпе конкурс процедурисем вĕçленеççĕ, контракта алă пусас ĕç пырать. Йĕркеленĕ пур площадкăра та часах евроконтейнерсем вырнаçтарĕç.
Йăлари хытă каяшсене пухассишĕн тỹлесси районĕпе июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 24 процентпа кăна танлашать. Ку енĕпе ял тăрăхĕсем хушшинчи республикăри вăтам кăтарту - 46 процент.
Алина ЯРАБАЕВА,
район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ,
райадминистрацин строительство,
çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх
ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ.
Август 2026 |
