ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Пĕтĕм Раççейри Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе Чăваш Енĕн ятлă-сумлă çыннисене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе чысласси йăлана кĕчĕ. Кăçал "Юратупа шанчăклăхшăн" медале пĕрле 25 çул тата ытларах пурăнакан çирĕп те телейлĕ 45 çемье тивĕçрĕ. Вĕсен йышĕнче - пирĕн районти Михопаркинсен çемйи те.
Александр Николаевичпа Ирина Петровна шăпах çак категорие кĕреççĕ. Вĕсем хăйсен çемье пурнăçĕнче юрату, шанчăклăх, ĕçченлĕх тата пĕр-пĕрне тимлĕх уйăрни мăшăрланнин никĕсĕ пулнине çирĕплетнĕ. Александр Николаевич районти полици уйрăмĕн начальникĕнче вăй хурать. Ирина Петровна Хĕрлĕ Чутайри "Хĕвел" ача садĕнче воспитательте тимлет. Мăшăр виçĕ ывăла кун çути парнеленĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парать. Асли, Денис, шкул хыççăн Мускаври Автоçул институтне пĕтернĕ. Халĕ хăй те çемьеллĕ, Богдан ывăлĕ виçĕ çул тултарнă ĕнтĕ. Вăтамми, Станислав, Хĕрлĕ Чутайри кадет класне ăнăçлă пĕтернĕ, спортри тата вĕренỹри çитĕнĕвĕсемшĕн 2016 çулта Пĕтĕм Раççейри "Артек" лагерьте те пулнă. Шкул хыççăнах Хусанти Правосуди университетне вĕренме кĕнĕ. Иккĕмĕш курс пĕтерме те ĕлкĕрнĕ вăл. Кĕçĕнни, Дмитрий, кăçал пĕрремĕш хут парта хушшине ларĕ.
Çак çемьере йăла-йĕркесене манмаççĕ. Çемье членĕсем пурте пĕр-пĕрне хисеплеççĕ, пулăшаççĕ, туслă пурăнаççĕ. Михопаркинсем çирĕп çемьен вăрттăнлăхĕ шăпах çакăнта тесе шутлаççĕ.
А.ВАСЮКОВА.
Август 2026 |
