ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Медицина ĕçченĕсем çынсене сывлăха тимлĕх уйăрма, диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр тухма яланах чĕнсе калаççĕ. Диспансеризаци вăхăтĕнче мĕнле онкологие тата ăна епле мелсемпе тупса палăртма пулать-ха?
1 Чи малтан - анкетировани. Хăш-пĕр чухне çын хăйĕнпе тем пулнине асăрхать. Сисчĕвлентерекен паллăсенчен пĕри - сăлтавсăр начарланни. Çын ятарласа диета тытмасть, анчах кĕлетке виçи чакса пырать. Унпа пĕрлех апат çинĕ чухне ăна çăтса яма йывăр пулать. Çакă вар-хырăмпа пыршăлăх тракчĕн шыççи пулма пултарнине систерет.
2 Флюорографи ỹпкери шыççа тупса палăртма пулăшать. Унăн кăтартăвĕсене кура пациента рентгена е компьютер томографине яраççĕ.
3 Юнăн пĕтĕмĕшле анализĕ лейкозсене, тĕрлĕ органсенчи шыçăсене тупса палăртма май парать. Тĕслĕхрен, лейкоцитсем улшăнни шала кайнă лимфолейкоз пуррине кăтартать. Гемоглобин чакни вар-хырăмпа пыршăлăх тракчĕн шыççин палли пулма тата гинекологи енĕпе чирленине систерме пултарать.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
