ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕхĕ иртнĕ 30 çулта сахал мар ырă та курăмлă ĕç тунипе палăрса тăрать. Паллах, ентешлĕх юхăмĕнче пирĕн хитре те сăпайлă, ĕçчен те талантлă хĕрарăмсем ырă йĕр хăварса пыраççĕ. Мартăн 8-мĕшĕ умĕн вĕсем пирки чи лайăх сăмахсем калас килет, каламалла та.
Чи малтанах ентешлĕх канашĕн чăн-чăн патриочĕ Земфира Кузьминична Яковлева (Сорăм ялĕ) пирки ырă сăмах калас килет. Хăй вăхăтĕнче вăл ертсе пынă "Çĕн ял" фольклор ушкăнĕ яланах кĕтнĕ хăначчĕ, кашни мероприятиех пысăк сĕм кĕртетчĕ. Пирĕн унпа мухтанмалли чăнах та пур: вăл - педагог, фольклорçă, композитор, Раççей Федерацийĕн халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ (1986), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ (1992), Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2017), 30 ытла методика пособийĕпе кĕнеке кăларнă тата ытти те.
Римма Афанасьевна Петрова (Уйпуç ялĕ) врач-педиатр, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ пĕр тапхăр ентешлĕх канашĕнче сывлăха сыхлас ĕçре вăй хуракансен комитетне ертсе пынипе палăрса юлчĕ. Вăл тăрăшнипе врачсен ушкăнне тăван района илсе каяссине, ентешсене тĕрлĕ консультаци, пулăшу парассине те йĕркеленĕччĕ. Римма Афансьевна тăрăшнипе ентешлĕхĕн пĕр уявне сывлăха сыхлас ĕçре тимлекенсене халалласа ирттернĕччĕ. Вăл халĕ те ентешлĕх канашĕнче пире вăй-хăват парса тăрать.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
