ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Февралĕн 28-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта регионсем хушшинчи "Аваллăхсăр малашлăх çук" фестиваль иртрĕ. Кăçал ăна Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалларĕç. Фестивале республикăри чылай округри - Çĕмĕрле, Муркаш, Çĕрпỹ, Вăрнар, Канаш, Улатăр, Етĕрне, Патăрьел, Шупашкар тата ыттисенчен те, çавăн пекех Улан-Уде хулинчен те ачасем хутшăнчĕç. Чи малтан фестивале пухăннисем "Чутай пасарĕ", "Чутай тумтирĕ", "Чăваш пỹрчĕ", "Сăр хĕрри" тата ытти пуян куравсемпе паллашрĕç. "Аваллăхсăр малашлăх çук" фестиваль шайĕнче сакăр секци ĕçлерĕ:
. "Халăх хитре - йăлипе";
. "Халăх юрри-кĕвви - чунăм уççи";
. "Ай, ташлар-и ташшине...";
. "Халăхсен туслăхĕ - çĕршыв мăнаçлăхĕ";
. "Халăх йăли - пурнăç йĕрки";
. "Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче";
. "Туслăх асамачĕ";
. "Пирĕн çемьен юратнă наци апачĕ".
Секцисен ĕçне пĕтĕмлетни пуриншĕн те чи кĕтнĕ самантсенчен пĕри пулчĕ (пĕтĕмлетĕвĕсемпе жюри протоколĕсемпе килĕшỹллĕн паллаштаратпăр).
Тĕрлĕ енлĕ пултарулăхпа - илемлĕ юрласа, ташласа, сăвă-юмах каласа, тĕрĕ тĕрлесе, çемьен наци апат-çимĕçне хатĕрлесе - палăрнисем Дипломсене тивĕçрĕç. Гран-при çĕнсе илнисем парнеллĕ те пулчĕç.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
