ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Паянхи кунăн чи çивĕч ыйтăвĕ - ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене мĕн вăй çитнĕ таран пулăшасси. Кашни салтак пирĕншĕн çывăх пулмалла. Вĕсем киле таса та сывă таврăнччăр тесе пирĕн сунмалла. Пиртен кашнийĕ мĕн пултарнă таран фронта пулăшсан Çĕнтерỹ килетех!
Патриотизм тăван кĕтесрен пуçланать. Çакна тралькассисем волонтер ĕçĕпе çирĕплетеççĕ. Вĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли 146 хỹтлĕх карри, 250 мăшăр нуски çыхнă, 320 окоп çурти тунă, укçа-тенкĕ, апат-çимĕç тата ытти енчен те пулăшу параççĕ. Хастарсем пĕр-пĕринпе пĕрлешсе вырăнта калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тăваççĕ. Çĕнтерĕве кунсерен, сехетсерен çывхартаççĕ. Тайма пуç вĕсене!
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн маттур волонтерсен ячĕсене асăнни пушшех вырăнлă тесе шутлатăп. Патриотсем: Лидия Андреевна Крыцова, Тамара Васильевна Катейкина, Светлана Германовна Ермакова, Галина Васильевна Михеева, Анна Филипповна Майорова, Людмила Петровна Яшина, Клавдия Васильевна Офишкина, Зинаида Гавриловна Максимова, Елена Петровна Самылкина, Зинаида Михайловна Чернова, Зоя Михайловна Сорокина, Зоя Владимировна Огандеева, Светлана Александровна Горланова, Галина Андреевна Еремеева, Зоя Алексеевна Волкова, Нонна Вячеславовна Мемедейкина, Зоя Михайловна Еремеева, Галина Михайловна Мурайкина, Нина Евгеньевна Майорова, Людмила Васильевна Яркина, Альбина Гурьевна Судеркина. Вĕсем паянхи кун пĕтĕм чун-чĕре ăшшипе хỹтĕлев тетелĕсем, нускисем çыхаççĕ..., салтаксене пулăшу кирлине лайăх ăнланаççĕ. Зинаида Гавриловна Максимовапа Зинаида Михайловна Чернова 86 çулсенче пулин те, салтаксене пулăшас ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Çавăн пекех вĕсем салтаксене пулăшас тĕллевпе хăлăхран 426 пин тенкĕ укçа пуçтарнă, Шупашкарти "Домашняя кухня" хастарĕсем патне тĕрлĕ апат-çимĕç çитереççĕ, ыркăмăллăх концерчĕсене хутшăнса та укçа-тенкĕ хываççĕ тата ытти обществăлла ĕçсене те хутшăнаççĕ. Кирек епле ĕçре те хавхалантарса ертсе пыракан кирлĕ. Çак пуян чун-чĕреллĕ хĕрарăмсене вара хастар Лидия Андреевна Крыцова пĕрлештерсе ертсе пырать.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
