ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Лидия Андреевна Спиридонова паянхи кун Ачкасси тата Пан-тьăк территори пайĕсене ертсе пырать. Вăл яланах халăхпа пĕрле пулма тата пĕр чĕлхе тупма тăрăшать.
Лидия Спиридонова Шулю ялĕнче çуралса ỹснĕ. Муниципаллă службăра вăл 30 çул тимлет. Лидия Андреевна 1991 çулта Ачкасси ял Канашĕнче ĕçлеме тытăннă. Унта вăл 2011 çулччен тăрăшнă. Кун хыççăн унăн Етĕрне районĕнчи Мучар ял тăрăхне ертсе пыма тивнĕ. Унтан таврăнсан Ачкасси ял тăрăхне ертсе пыма тытăннă.
2024 çулта Лидия Спиридонова ял халăхĕпе тачă çыхăнса, канашласа, пĕр чĕлхе тупса ĕçленĕрен тата вĕсене территори пайне аталантарма тĕрлĕ ĕçсене явăçтарнине пула, пуçаруллă бюджет программисене хастар хутшăннăран "Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешĕвĕсен канашĕ" ассоциацин "Чăваш Республикин чи лайăх муниципаллă пĕрлешĕвĕ" конкурсра "Территори пайĕн чи лайăх начальникĕ" номинацире пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ.
Иртнĕ çулхи Ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче Ачкасси тата Пантьăк территори пайĕсен начальникĕ Лидия Андреевна Спиридонова нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Алексеевич Николаевăн Тав сăмахĕпе сехетне илчĕ.
Алина ОРИНОВА
Август 2026 |
