ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Ĕçе хаклакан факторсем - бюджет тупăшĕсемпе тăкакĕсем. 2025 çулхи вырăнти бюджета 1 миллиард та 113 миллион тенкĕ чухлĕ тупăш (2024 çулхи шайăн 134 проценчĕ е 282 миллион тенкĕ ытларах) кĕнĕ.
Бюджета кĕнĕ харпăр хăй тупăшĕн калăпăшĕ 164 миллион тенкĕпе танлашнă, 2024 çулхипе танлаштарсан, 108 процент е 12,1 миллион тенкĕ ытларах. Çав шутра: налук тупăшĕсем - 145,4 миллион тенкĕлĕх (114,4 процент е 18,3 милллион тенкĕ ытларах).
Тăкаксем енĕпе округăн 2025 çулхи бюджечĕ 1 миллиард та 203 миллион тенкĕлĕх пурнăçланнă, 2024 çулхипе танлаштарсан, 424,6 миллион тенкĕ ытларах (154,5 процент).
Умĕнхи çулпа танлаштарсан, уйрăм çынсен тупăшĕ çине хывнă налук кĕресси лайăхланнă. Ỹсĕм 11,6 миллион тенкĕпе е 12,7 процентпа танлашнă. Çакă округĕпе ĕç укçин фончĕ ỹснипе çыхăннă. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, 2025 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенчи ĕç укçин фончĕ, малтанхи çулхипе танлаштарсан, 113,4 процентпа танлашнă е 47 пин те 450 тенкĕ те 90 пус ытларах. Эпир республикăри округсем хушшинче 17-мĕш вырăн йышăнатпăр. Республикăри вăтам ĕç укçи 70 пин те 350 тенкĕ те 20 пуспа танлашнă.
Август 2026 |
